Вăрçă медалĕ те, тыл медалĕ те _ пĕр металран
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче «1941-1945-çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул» медальпе чысласси малалла пырать.
Иртнĕ эрнере муниципалитет округĕнчи администраци ĕçĕсен управляющийĕ Лариса Портнова, Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕн начальникĕ Вячеслав Яковлев тата округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Денисов тыл ветеранне Феодосия Михайловна Медведевăна чысларĕç.
«Манăн ачалăх вăрçă çулĕсенче иртрĕ, мăян çăкăрĕ те çителĕклĕ çиеймен, _ куççуль витĕр аса илчĕ иртнине Феодосия Михайловна. _ «Вăрçă медалĕ те, тыл медалĕ те _ пĕр металран», _ теççĕ. Мана çакăн пек чыс тунăшăн çĕр-шыва ертсе пыракансене чĕререн тав тăватăп».
Феодосия Медведева вăрçă çулĕсенче колхозра та ĕçленĕ, вăрман та каснă, торф та кăларнă. Тивĕçлĕ канăва кайичченех колхоз пăрăвĕсене пăхнă. Ял-йыш ăна депутата та суйланă. Феодосия Михайловна мăшăрĕпе 7 ача çуратса ỹстернĕ. Халĕ ватă çынна 20 мăнукĕпе мăнукĕсен 16 ачи савăнăç кỹрет. А.ШОМПОЛОВА.