2024-çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ
ФЕВРАЛĔН 18-мĕшĕнче Шăмăршăри тĕп библиотекăра «Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕ» обществăлла организацин округри уйрăмĕн отчетлă пухăвĕ пулса иртнĕ. 2024-çулхи ĕçсемпе тата 2025-çулхи тĕллевсемпе уйрăм председателĕ Татьяна Матвеева паллаштарнă. Докладра Раççейри Çемье тата Чăваш Республикинчи Экологи культурипе çут çанталăк управĕн çулталăкĕнче тунă ĕç тĕп вырăнта пулнă.
Татьяна Матвеева регионсем хушшинчи «Эпĕ _ хĕрарăм» конкурс пысăк активлăхпа иртнине, 2024-çулта унта округри 12 хĕрарăм хутшăннине, виççĕшĕ вара пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртнă.
Хĕрарăмсен совечĕн членĕсем округ пурнăçне хастар хутшăнаççĕ, СВОна хутшăнакансене пысăк пулăшу параççĕ. Татьяна Петровна вĕсене чĕререн тав туни çинчен пĕлтернĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.