«Авланакан пулмарĕ...»
ДЕМОГРАФИ... Çак ыйту Шăмăршă муниципалитет округĕнче _ çав шутра Карапай Шăмăршă ял территорийĕн уйрăмĕнче те _ çав тери çивĕч тăрать. Акă
2024-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче 1180 çын пурăннă пулсан, халĕ 499 кил-хуçалăхлă икĕ ялта 1143 çын шутланать. 2024-çулта 6 ача çуралнине (2023-çулта _ 4 ача) муниципалитет округĕн шайĕнче начар мар кăтарту теме пулать (хăш-пĕр ял территори уйрăмĕнче пĕр ача та çуралман вĕт-ха!) Çав вăхăтрах, 2023-çултипе танлаштарсан, тĕрлĕ сăлтавпа çын вилнĕ тĕслĕх ỹснĕ. Виçĕм çул _ 28, пĕлтĕр вара 37 çын çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Ял территори уйрăмĕн начальникĕ Вячеслав Яковлев хăйĕн отчетлă докладĕнче 2024- çулта икĕ ялĕпе пĕр туй та кĕрлеменни çинчен пăшăрханса каларĕ. Пĕрлешекенсем пулмасан та, 3 çемье уйрăлма «ăс çитернĕ». Ялта туй савăнăçĕ пулмасан, ача çуралмасан, унăн малашлăхĕ мĕнле пуласси те тарăн шухăша ярать.
Пĕр шутласан, ял территори уйрăмĕнче çамрăксем валли пур услови те çителĕклĕ темелле: хулари пек илемлĕ вăтам шкул, «Василек» ача сачĕ, культурăпа кану центрĕ (клуб), модельлĕ библиотека, пĕтĕмĕшле тухтăр практикин офисĕ, çыхăну уйрăмĕ, перекет банкĕ, 7 лавкка... Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕ те нумай çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет. Ялта физкультурăпа спорт вăйлă аталаннине те палăртмалла: кунти спортсменсем округ тата республика ăмăртăвĕсенче те малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.
Апла пулсан, çамрăксем мĕншĕн çемьеленсе тăван ялта тымар яма тăрăшмаççĕ-ха? Кунта ашшĕ-амăшĕн айăпĕ те пур пек туйăнать: «Эпир ялта нушаланса пурăнни те çитет, ачасем хула ырлăхне курччăр», _ тесе калакан та чылаййăн. Ырлăхĕ пур-ши хулара _ эпир ăна пĕлместпĕр, анчах аш-какайпа, сĕт-çупа, çĕр улмипе, кăмпа-çырлапа çамрăксене ашшĕ-амăшĕ тивĕçтерсе тăни _ куç умĕнче.
Ял территори уйрăмĕнче 5 хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçлет. Хăйсен ĕçнейĕркеленисем (самозанятые) пур. Иртнĕ çул хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă пĕр çын ял хуçалăх техники туянма патшалăхран 700 пин тенкĕ субсиди илнĕ. 2024-çулта ял территори уйрăмĕнче 2994,63 пин тенкĕлĕх 4 пуçару проектне пурнăçа кĕртнĕ: Çĕнĕ Тăрăнти Лесная урамĕнчи çула (пĕрремĕш участок), Карапай Шăмăршăри Речная тата Совет урамĕсенчи çула, çак ялти Победа урамĕнчен Ленин урамне çити тăсăлакан пăралукри çула юсанă, Карапай Шăмăршăра 308,0 пин тенкĕлĕх 6 контейнер площадки вырнаçтарнă.
2025-çулта 10258, 198 пин тенкĕлĕх 3 проекта пурнăçлама палăртнă: Карапай Шăмăршăра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ял çыннисене асăнса лартнă палăка тĕпрен çĕнетмелле, çак ялти Полевая урамри çула юсамалла тата спорт площадкине резина сарса тухмалла.
Çул-йĕр пирки каланă май, ял территори уйрăмĕн начальникĕ 2024-çулта «Транспорт тытăмне аталантарасси» муниципалитет программипе Çĕнĕ Тăрăн ялĕнчи Чапаев урамĕнче 412 метр тăрăшшĕ çула тĕпрен юсанине те палăртрĕ. Кунта çул аяккине (обочина) тирпей-илем кĕртесси çеç юлнă. Çак программăпах кăçал Карапай Шăмăршă ялĕнчи Победа урамĕнчи тата Çĕнĕ Тăрăнти Чапаев урамĕнчи çулăн яла пырса кĕнĕ çĕрти пайне юсама шутлаççĕ. Хальхи вăхăтра документаци хатĕрлес ĕç пырать.
Ялти çула хĕллехи вăхăтра юртан тасатса тăма Олег Хлюкин предпринимательпе килĕшỹ тунă. Ял территори уйрăмĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пысăк пулăшу пани те _ пуриншĕн те ырă тĕслĕх.
Отчетлă пуху ĕçне муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата округри тĕрлĕ ведомствăсене ертсе пыракансем хутшăнчĕç. Сергей Авенирович, ял территори уйрăмĕнче 2024-çулта халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе нумай тăрăшнине палăртнипе пĕрлех, туса çитереймен ĕçсене тата умра тăракан тĕллевсене те кăтартса пачĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ ял çыннисен ыйтăвĕсем çине тĕплĕн хуравлани те халăха килĕшрĕ.
Пухура ял пурнăçĕнче ырă тĕслĕх кăтартакан активистсене Тав çырăвĕпе чысларĕç. Ялти илемлĕ пултарулăх коллективĕ халăха юрă-ташăпа савăнтарчĕ.
И.МИХАЙЛОВ.