Газ хуçипе тĕл пулнă
ФЕВРАЛĔН 14-мĕшĕнче округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин Шăмăршăра «Газпром газораспределение Чебоксары» АО тата «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО генеральнăй директорĕпе Александр Бусыгинпа ĕçлĕ тĕл пулу йĕркеленĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче округри ялсене тата соцкультбыт объекчĕсене çут çанталăк газĕпе чăрмавсăр тивĕçтерес, газ валеçекен сечĕн çĕнĕ проекчĕсене хатĕрлес ыйтăва сỹтсе явнă. Çавăн пекех газпа усă курнăшăн вăхăтра тỹлесе пырас ыйту та тĕп вырăнта пулнă.