Халăх патне _ чун ăшшипе
«ÇУЛТАЛĂКĂН тĕп пулăмĕ _ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи Çĕнтерỹпе вĕçленнĕренпе 80 çул çитни. Раççей Президенчĕ 2025-çула Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Республикăра эпир çулталăка Çĕнтерỹпе патриотизма халалларăмăр. Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси пирĕншĕн патриотла хавхалану кăна мар. Вăл пире шухăшпа та, ĕçпе те пĕрлешсе малалла талпăнма хистекен ăнтăлу. Хальхи вăхăтра иртнине çыхăнтарса ирттерекен мĕн пур мероприятие çулталăк темипе пĕр килекен содержанипе йĕркелесе ирттерни питех те пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп», _ çапла палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура.
Шăпах çак тĕллевпех ĕнтĕ республикăра _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ февралĕн 19-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта икĕ тĕп ыйту пулчĕ: Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕ тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çыру. Халăхпа тĕл пулса калаçма Шупашкартан «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев килнĕ. Чăн малтан Владимир Димитриевпа Шăмăршă муниципалитет округ пуçлăхĕ Сергей Галкин округ администрацийĕн залĕнче анлă канашлу ĕçне хутшăнчĕç, Пĕрлехи информаци кунĕн темипе калаçу ирттерчĕç.
Калас пулать, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа ĕç коллективĕсем маларах тĕплĕн паллашнă. Çырăва сỹтсе явассине «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ те анлăн сарса янă. Çавăнпа та тухса калаçакансем патне ыйту нумай пулмарĕ. Уйрăммăн илсен, умра тăракан тĕллевсене тишкерсе тухрĕç. Çырура пурăнмалли çурт-йĕр тăвассине ỹстерме, 2030-çул тĕлне унăн калăпăшне, унччен палăртнă пекех, 1 миллионран кая мар тăваткал метра çитерме палăртнă. Çак тапхăрта АПК таварĕсен производствин калăпăшĕ, 2021-çулхипе танлаштарсан, чĕрĕкрен кая мар шайра ỹсмелле, экспорт шайĕ вара _ 1,5 хут. Республикăра çамрăксем валли пысăк тỹлевлĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессине тĕп вырăна хурĕç.
Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине тивĕçлипе кĕтсе илесси пирки калаçнă чух СВО геройĕсен паттăрлăхĕ çитĕнекен ăрушăн гражданла тивĕçе парăннине тата Тăван çĕр-шыва юратнине кăтартакан ырă тĕслĕх пулмаллине те палăртрĕç. Информаци ушкăнĕ çав кунах Шăмăршă тата Карапай Шăмăршă ял территорийĕсенче пулчĕ, ял çыннисемпе калаçу ирттерчĕ. Кашни ыйту çинех çынсем тивĕçлĕ хурав илме пултарчĕç. Округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнни те Информаци кунĕн пĕлтерĕшне ỹстерчĕ.
Н.ИЛЬИНА.