«Халăх вĕрет _ хапха уçăлать» е хăтлăхпа тирпейлĕх хамăртан килет...

«Халăх вĕрет _ хапха уçăлать» е хăтлăхпа тирпейлĕх хамăртан килет...

Çак сăмахсен чăнлăхне Васан ял территори уйрăмĕн çыннисем хăйсен ĕçĕпе çирĕплетнине малтанах пĕлнĕ-ха. Халерех иртнĕ отчетлă пуху Васан, Кивĕ Шăмăршă, Ярăслав халăхĕшĕн экологи ыйтăвĕ чи çивĕччисенчен пĕри пулса тăнине тепĕр хут ĕнентерчĕ.

Васан ял территори уйрăмĕн 2024-çулхи социаллă-экономика аталанăвĕпе малашлăхри задачисем çинчен тунă отчетра ун начальникĕ Ленар Залалтдинов уйрăм фактсемпе конкретлă цифрăсене илсе кăтартрĕ.

Демографи. 2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне (2024-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне _ 942 çын) кунта пурăнакансен хисепĕ _ 925. Çав шутра: Васанта _ 338, Ярăславра _ 330, Кивĕ Шăмăршăра _ 257 çын. Иртнĕ çул 4 (2023 ç. _ 5) пепке çуралнă, тĕрлĕ сăлтавпа 17 (2023 ç. _ 15) çын пурнăçран уйрăлнă. Пурăнаслăх шай (естественная убыль) чакнă: 13 çын. Пĕлтĕр 5 (2023 ç. _ 2) çемье чăмăртаннă пулсан, çемье арканнă тĕслĕх пулман (2023 ç. _ 2 мăшăр уйрăлнă). Ял территори пуласлăхне тĕп шкул (57 вĕренекен), ача сачĕ (13 воспитанник) витĕм кỹреççĕ.

Ялхуçалăхĕ _ ял территори уйрăмĕн тĕп отраслĕ. Ун тĕрекĕ _ килти хушма хуçалăхсем, 2 хресчен (фермер) хуçалăхĕ тата харпăр хăй ĕçне йĕркелекенсем. 2024-çулта мĕн пур категорири хуçалăхсенче туса илнĕ: аш-какай _ 152,92 т (2023 ç. _ 213,36 т), сĕт _ 1543,23 т (2023 ç. _ 1467,22 т). Выльăх-чĕрлĕх шучĕ: мăйракаллă шултра выльăх _ 583 (2023 ç. _ 575) пуç, ĕне _ 250 (2023 ç. _ 290) пуç, сысна _ 348 (2023 ç. _ 370) пуç, сурăх _ 406 (2023 ç. _ 514) пуç, килти кайăк-кĕшĕк _ 4745 (2023 ç. _ 4071) пуç, лаша _ 7 (2023 ç. _ 6) пуç. 2024-çулта харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ 5 çынна пурĕ 177,862 пин тенкĕ субсиди панă. Çав суммăран 2 ĕне туянма _ 140 пин тенкĕ, ял хуçалăх техники туянма харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ 5 çын _ 120,2 пин тенкĕ, ĕне тытмашкăн _ 35,5 пин тенкĕ, пĕр ĕнене пĕтĕлентерме 2,36 пин тенкĕ тăкакланă.

Çĕрпе усă курасси. 2024-çулта пĕтĕмпе 66,44 га (ХФХ) йышăнакан 5 çĕр лаптăкне арендăна панă; çулталăкне арендăшăн тỹлемелли хак _ 20,32 пин тенкĕ. 2023-çулта çĕр лаптăкне арендăна паман. Харпăрлăха объектсем айĕнчи пĕр çĕр лаптăкĕ (8613 кв.м.) куçнă, сутнă тупăш _ 7800 тенкĕ. 2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял территори уйрăмĕнче нумай ачаллă 3 çемьене шута илнĕ.

Пĕчĕк предпринимательлĕх. Ял территори уйрăмĕнче 20 уйрăм предприниматель, çав шутра 2 хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Вĕсем ял хуçалăхра тата суту-илỹ сферинче вăй хураççĕ.

Потребительсен рынокĕ. Кунта 5 магазин тата Озон маркет-плейс ĕçлеççĕ. Ял халăхне ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕнче апат-çимĕç таварĕ 70 процент таран тивĕçет.

Строительство, Çул -йĕр строительстви. 2024-çулта 5 пуçару проектне (8836,744 пин тенкĕлĕх) пурнăçланă: Ярăслав ялĕн масарне хăтлăх кĕртнĕ, ку масар çинче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса палăк лартнă, Ярăславри Ленин урамĕн 200 метр тăршшĕне 3 çуллăх контрактпа хăтлăлатнă (ĕçе 2026-çулта вĕçлемелле), Васанти урамсене хăтлăх кĕртнĕ, Кивĕ Шăмăршăри Свердлов тата Чкалов урамĕсенчи автоçула юсанă. Ял-йыш пуçарăвĕпе Ярăславра пушартан хỹтĕленес тĕллевпе 2 пĕве тунă; округ администрацийĕ техникăпа ĕçленĕшĕн тỹлеме 100 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Ялсене хăтлăх кĕртесси _ тĕп ĕçсенчен пĕри. Апрель-май уйăхĕсенче 3 ялта та хăтлăх кĕртессипе субботник иртнĕ. Июньте Ярăслав çыннисем Çветтуй Пантелеймон ячĕллĕ часовня тата Турă Амăшĕн «Кĕтмен телей» иконĕ ячĕллĕ чиркỹ таврашне ушкăнпа тирпей-илем кỹнĕ. Кивĕ Шăмăршă çыннисем, кĕске вăхăтрах укçа-тенкĕ пухса, хăйсен вăйĕпе ХусантиТурă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркĕве юсанă. Санитарипе экологи уйăхлăхне хутшăнса, Ярăслав ялĕ çывăхĕнче (Кĕçĕн Хырла хĕрринче) саккунсăр тунă хытă каяш свалкине тасатни те _ пархатарлă ĕç. Пĕтĕм Раççейри _ «Вăрмана упраса хăварар» акципе тата кĕрхи санитарипе экологи уйăхлăхĕпе килĕшỹллĕн, ял территори уйрăмĕнче субботник йĕркеленĕ. Çавна май 0,32 га çинче 3200 тĕп хыр-чăрăш хунавĕсене лартса хăварнă. Каллех _ мухтава тивĕçлĕ ĕç!

Çулталăк тăршшĕпех, Васанти Халăх историпе краеведени музейĕн заведующийĕ ертсе пынипе, ятарлă çар операцийĕнче тăракансем валли маскировка сетки тата чăлха çыхасси, окоп çурти хатĕрлесси анлă сарăлчĕ. Ираида Ефимова, Васан ялĕн старости тивĕçне пурнăçланă май, Чăваш Енри 100 çын ытла пурăнакан ялсен чи лайăх 5 старости йышне лекрĕ. Васан ялĕн тĕп Культура çурчĕ, музей, библиотека _ халăхăн канăвне усăллă йĕркелессинче пысăк вăй. Сывă пурнăç йĕркине васансемпе кившăмăршăсем тата ярăславсем çирĕп тытса пыраççĕ. Çăмăл атлетика, волейбол, футбол, йĕлтĕрпе чупасси, эстафета, хоккей _ ял территори уйрăмĕнче анлă сарăлнă спорт тĕсĕсем. Кивĕ Шăмăршăра _ Олег Каргина асăнса мини-футбол вăййине, Васанта Владислав Митрофанова асăнса хоккей турнирне округ шайĕнче ирттересси çирĕп йăлара. Сергей Филиппов ертсе пынипе, ял хастарĕсем çулсерен Васанти хоккей коробкине шыв тултарса шăнтаççĕ. Кунта ача-пăчаран пуçласа аслă ăру çыннисем таранах конькипе ярăнаççĕ, ăмăртаççĕ, хоккейла выляççĕ. Ял пурнăçне хастар хутшăнакансем сахал мар кунта: Сергей Урмаев, пĕр тăван Геннадипе Андрей Ильинсем... Вĕсен пĕр ушкăнне шăпах халăх умĕнче Сергей Галкинпа Ленар Залалтдинов Тав çырăвĕпе тата Хисеп грамотипе чысларĕç.

Геннадий Локтин, Елена Горшкова пек чун-чĕрепе çунса тăракан граждансем пухура çав тери çивĕч ыйтусем хускатрĕç. Вĕсем: Ярăславăн Советски урамĕнчи асфальт çул тăвăрри, Шăмăршă енне Ярăслав ялĕ çумĕпе иртекен автоçул ик айккипе кăкланă-каснă йывăç-тĕм тавралăх илемне пĕтерни, Ярăславран масар енне тăснă шыв пăрăхĕ тулса тăни, Кивĕ Шăмăршăра ФАП тата клуб кирлĕлĕхĕ, Васанпа Кивĕ Шăмăршă хушшинчи пĕвене хăтлăх кĕртесси, Ярăслав клубне ĕçлеттерсе ярасси.

2025-çулта Васан ял территори уйрăмĕнче 3 проекта пурнăçлама палăртнă: Кивĕ Шăмăршăри Свердлов урамĕнчи çула юсамалла, Васан ялĕн масарне хăтлăх кĕртмелле, Ярăславри спорт площадкине хăтлăлатмалла. Çавăн пекех Кивĕ Шăмăршăра çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан 18 тĕп йывăçа касса тирпейлемелле. Çак ĕçе хастар çынсем тума пуçăннă та ĕнтĕ, ятарлă техника та уйăрнă.

Пухура округри пушар хуралĕн патшалăх инспекторĕ Михаил Ильин, ЧР «Россельхозбанк» АО Шăмăршăри филиалĕн допофисĕн управляющийĕ Галия Идрисова, округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова, РФ Чăваш Енри социаллă фончĕн округри клиент службин ертỹçи Татьяна Фадеева, Шăмăршăри полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Андрей Филиппов, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Старшов тухса калаçрĕç. Вĕсем ял çыннисен пурнăçне çăмăллатмалли çул-йĕре палăртрĕç. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин ял территори уйрăмĕн ĕçне «лайăх» хак пачĕ, граждансен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ. _ Эсир пĕрлехи вăйпа темле ĕçе те тума пултаратăр. Сирте пуçарулăх та, хастарлăх та çителĕклĕ, _ палăртрĕ Сергей Авенирович.

Çапла, тăван еншĕн, тăван çут çанталăкшăн хамăртан мĕн кирлине тусан _ пурнăçăмăр тулăхрах, илемлĕрех пулĕ.

Зинаида Свеклова.



21 февраля 2025
13:57
Поделиться