Хăйăра та саккун хỹтĕлет

ÇАК пăтăрмахлă ĕç иртнĕ çул пулса иртнĕ. Я. предприниматель _ Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕпе тунă контрактпа килĕшỹллĕн _ çул çине сарма Палтиел ялĕ çывăхĕнчен хăйăр турттарнă. Анчах та хăйăр илнĕ вырăн саккунлă карьер шутланман, çапла майпа предприниматель çут çанталăка 115 пин тенкĕ чухлĕ сиен кỹнĕ тесе шутлаççĕ.

Хăйăр пирки тухнă шăв-шав прокуратурăна та çитнĕ. Атăл çи регионĕсем хушшинчи çут çанталăка сыхлакан прокуратура, саккуна пăсса хăйăр турттарнăшăн, предприниматель административлă право йĕркине пăсни пирки ĕç пуçарнă. Лицензисĕр чавса турттарнă хăйăр хакне тата çут çанталăка кỹнĕ сиене айăплисенчен шыраса илме суда иск (требование) ярса панă.



21 февраля 2025
14:03
Поделиться