Кадрсем хатĕрлесси _ çивĕч ыйту
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ «Медстарт: ĕмĕте пурнăçлас çул çинче» проект старт илнĕ. Çак проект паянхи чи çивĕч ыйтусенчен пĕрне _ сывлăх учрежденийĕсене квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтерессине _ татса пама пулăшĕ.
Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова çак кунсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче иккĕмĕш çул вĕренекен студентсемпе тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче специализаци суйласа илес тата çамрăк специалистсене пулăшас ыйтусене çĕкленĕ. Ирина Анатольевна Шăмăршăри сывлăх учрежденийĕсем çамрăк врачсене хапăл тусах кĕтсе илнине, больницăн пурлăхпа техника никĕсĕ çултан çулах пуянланса пынине палăртнă.