Олег Николаев Республика Правительствин ĕçĕпе паллаштарнă
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашĕн февралĕн 13-мĕшĕнче пулса иртнĕ XXXI-сессийĕнче депутатсем умĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2024-çулхи ĕçĕ çинчен отчет туса панă.
Олег Николаев хăйĕн докладĕнче иртнĕ çул республикăра 13 Наци проекчĕпе регионти 49 проект пурнăçланнине асăннă. Регион проекчĕсене пурнăçланă май капиталлă строительствăн 40 объектне çĕкленĕ тата реконструкциленĕ, 9 объекта проекта кĕртнĕ _ пĕтĕмпе вара 5,7 миллиард тенкĕлĕх ĕç тунă. Иртнĕ çул тĕрлĕ шайри бюджета 123 миллиард тенкĕ налук пуçтарăннă, тăкаксем 117 миллиард тенкĕпе танлашнă. Юлашки икĕ çул хушшинче Чăваш Республикин экономики çирĕпленсех пыни _ куç умĕнче.
Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, агропромышленность комплексĕпе фермер хуçалăхĕсем аталансах пынине палăртнă. Çавăн пекех вăл транспорт инфраструктурипе çул-йĕр отраслĕ унчченхинчен лайăхрах ĕçлеме тытăннине палăртса хăварнă. Правительство социаллă сферăра: сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентỹ ĕçĕнче, сахал тупăш илекен тата нумай ачаллă çемьесене пулăшнă çĕрте ỹсĕмлĕ ĕçленĕ. Сăмахран, 2024-çулта сахал тупăш илекен 128 пине яхăн çемьене 14 миллиард тенке яхăн адреслă пулăшу панă. Инвалидсене пулăшу парас тĕллевпе Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Çĕмĕрлере хальхи ыйтусене тивĕçтерекен реабилитаци центрĕсем уçнă.
Докладра ятарлă çар операцийĕн теми уйрăм вырăн йышăннă. Олег Николаев Чăваш Республикинче СВО участникĕсене тата вĕсен çемйисене 30 тĕрлĕ ытла майпа пулăшу панине палăртнă. 2024-çулта çак тĕллевпе 3 миллиард тенке яхăн укçа уйăрнă. Хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май, Олег Николаев депутатсене юлашки 5 çул хушшинче пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав тунă.
Маларах икĕ пысăк ĕçĕн йывăр лавне туртса пынă май, Олег Николаев сессире Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне пурнăçлама Сергей Геннадьевич Артамоновăн кандидатурине сĕннĕ.
Н.ИЛЬИНА.