Паттăрсен йăхĕ

Патриотизм туйăмĕ çуралнă килтен, тăван ялтан хĕм илет те Тăван çĕр-шыв анлăшĕ умне тухать. Ун çыннисене, хĕмлентерсе, вĕсенчен чăн-чăн Çын, чăн-чăн Хỹтĕлевçĕ тăвать. Сăмахăм чăн-чăн Хỹтĕлевçĕсем _ Афанасьевсем (Кахăрлă Шăхаль) пирки.
Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрлăхшăн 1-, 2-, 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçнĕ салтаксем СССР Геройĕн ятне илнисемпе тан шутланннă. Пирĕн Шăмăршă районĕнчен тухнă çакăн пек паттăр _ пĕртен-пĕрре. Вăл _ Елисей Иванович Афанасьев. Елисей Афанасьев 1915- çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Шăмăршă районне кĕрекен Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралнă. Пуянкасси тулли мар вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1928_1941-çулсенче «Октябрь ялавĕ» колхозра ĕçленĕ.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан, 1942-çулта, Е.Афанасьев фронта тухса кайнă. Чăваш çамрăкĕ пулеметчик пулса çапăçнă. Аслă сержант 1944-çулхи августран пуçласа 1945-çулхи майăн 9-мĕшĕччен 1-мĕш Прибалтика тата 3-мĕш Белорусси фрончĕсен действующи армийĕн йышĕнче фашистсене питĕ вăйлă хирнĕ. 3-мĕш Белорусси фрончĕн 43-мĕш çарĕн 235-мĕш стрелковăй дивизин 732-мĕш стрелковăй полкĕн станковăй пулемет расчечĕн командирĕн тивĕçне пурнăçланă. Виçĕ хутчен аманнă. Хаяр вăрçă çулĕпе Кенигсберга çитнĕ, ăна штурмланă çĕрте паттăррăн çапăçса йывăр аманнă, 6 уйăх хушши сипленнĕ.
Елисей Ивановичăн фронтри хăюлăхĕпе паттăрлăхне 1944-çулта _ 3-степеньлĕ, 1945-çулта 2-тата 3-степеньлĕ Мухтав орденĕпе, çавăн пекех «Хăюлăхшăн» («За отвагу»), «Кенигсберга илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе палăртнă.
1945-çулхи хура кĕркунне, октябрьте, Çĕнтерỹ салтакĕ киле таврăннă. Мирлĕ ĕçе кỹлĕннĕ: тăван хуçалăхра _ кладовщикра, колхоз председателĕнче (1948_1950 çç.), тырă çапакан молотилкăна ĕçлеттерекен двигатель машинистĕнче вăй хунă. Ĕçри хастарлăхшăн Елисей Афанасьева Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Вăрçă кỹнĕ йывăр сурансене пула Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ 1969-çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Мухтавлă ентешĕмĕр хăй çинчен нихçан манăçми ырă ят хăварнă.
Офицер ятне çỹлте тытнă
Елисей Ивановичăн шăллĕ _ Василий те _ Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă. Вăл 1919-çулта Чăваш АССРĕн Шăмăршă районне кĕрекен Кахăрлă Шăхаль ялĕнче кун çути курнă. Пуянкасси шкулĕнче çирĕп пĕлỹ пухнă. 1938-çулта Василие Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Çавăнтанах вăл Мускаври РСФСР Верховнăй Совечĕ ячĕллĕ пĕтĕм çарăн (общевойскововое) команднăй училищине вĕренме кĕрет. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланиччен кунтан вĕренсе тухать, офицер ятне илет.
1941-çулта, нимĕçсем çĕр-шывăн тĕп хули патне çывхарсан, Василий Афанасьев аслă лейтенант хăйĕн ротипе Мускава хỹтĕлет. Кунта хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн В.Афанасьев командир Правительствăн пĕрремĕш наградине _ Хĕрлĕ Ялав орденне _ тивĕçнĕ. Ордена СССР Министрсен Совечĕн Пред- седателĕ Михаил Калинин Кремльте парса чысланă.
Ун хыççăн, гварди майор званине илнĕ чăваш офицерне штурм батальонĕн командирĕ пулма шанаççĕ. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн, ертỹлĕхĕн пысăк ăсталăхĕшĕн Василий Ивановича Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, Тăван çĕр-шыв вăрçин 2- тата 1-степеньлĕ орденĕсемпе, нумай медальпе наградăланă.
Вăрçă чарăнсан В.Афанасьев Куйбышев (халĕ _ Самара) хулинче вунă çула яхăн Шалти ĕçсен министерствинче тимлет. Ун хыççăн Мурманск облаçĕнчи Апатит хулинче пĕр трестăн тĕп бухгалтерĕнче тăрăшать. Кунтанах тивĕçлĕ канăва тухать.
1988-çулта отставкăри офицер, йывăр чире пула, пурнăçран уйрăлса каять. Василий Иванович ĕмĕрлĕх канăçа тăван ялĕн масарĕнче тупать. Ентешĕмĕрĕн ячĕ ял-йыша çуралнă кĕтес нимрен хаклине, уншăн яланах кĕрешме хатĕр пулмаллине аса илтерсех тăрать.
Аслисен тивлечĕпе
Паттăр ăрăвăн тепĕр çынни _ Николай Афанасьев, Елисей Ивановичăн ывăлĕ. Вăл1952-çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Аслисем пекех, Кахăрлă Шăхальте çунат сарнă, ĕçре пиçĕхсе, туслăхпа пĕрлĕх хăватне туйса çитĕннĕ.
Пуянкасси вăтам шкулне вĕренсе пĕтерсен, 1969- çулта, Шупашкарти бухгалтерсем хатĕрлекен шкула çул тытнă. Кунтан 1970-çулта «Совхоз бухгалтерĕ» специальноçпа тухнă.
1971-çулхи май уйăхĕнче Николайăн салтака кайма ят тухать. Кахăрлă Шăхаль яшĕ малтанах Куйбышев хулинче БМП машинин наводчик-операторне вĕренсе тухать. Унтан ун служби Германири Совет Çарĕсен ушкăнĕнче (ГСВГ) тăсăлать. Служба вĕçленичченех Н.Афанасьев сержант БМП машинин отделенийĕн командирĕн тивĕçне пурнăçлать.
1973-çулхи çуркунне Николай Елисеевич демо- билизаци йĕркипе яла таврăнать. «Правда» колхозра чылай вăхăт хушши бухгалтерта тимлет. Каярах, тивĕçлĕ канăва тухиччен, хуçалăхра ревизи комиссийĕн председателĕнче ĕçлет. Кăçалхи февралĕн 4-мĕшĕнче ГСВГ ветеранĕ хăйĕн 73 çулне паллă турĕ.
Паянхи ăру та маттур!
Чăн-чăн хỹтĕлевçĕсен йăхне тăсаканĕ _ Елисей Николаевич Афанасьев (Елисей Иванович мăнукĕ). Вăл та _ пултаруллă, ĕçчен, хăюллă. Елисей Афанасьев 1977-çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче Кахăрлă Шăхальте хăй çинчен пĕрремĕш хут сас панă. Пуянкасси вăтам шкулĕн 11-класĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн механизатор специальноçне алла илет Елисей.
1995-çулта салтак гимнастеркине тăхăнать. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе Киров хулинче ракета çарĕнче пурнăçлать.
1997-çулта службăна вĕçлесе таврăнать. «Правда» колхозра механизаторта тар тăкать: тыр-пул çитĕнтерет, хуçалăхра кирлĕ хатĕр турттарать... Хальхи вăхăтра вара Мускав облаçĕнче тĕрлĕ стройкăра вăй хурать.
Елисей Николаевич мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ача пăхса ỹстерет. Вĕсене çывăх çыннисенчен куçнă патриотизм туйăмĕпе хĕмлентереççĕ Афанасьевсем.
Зинаида Свеклова.
Редакцирен.
Çĕр-шывăмăр умĕнчи тивĕçе тĕрлĕ çулсенче пурнăçланă тата халĕ ятарлă çар операцийĕнче, срочнăй службăра тăракан салтаксемпе офицерсене Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи кунĕпе чунтан саламлатпăр. Чи йывăр та яваплă, çав хушăрах чи сăваплă тивĕçе пурнăçлама пурне те çирĕп сывлăх, чун çирĕплĕхĕ, иксĕлми телейпе ăнăçу сунатпăр. Эсир _ Çĕр-шывăмăр тĕрекĕ тата пирĕн мăнаçлăх!