Пĕр çемьерен _ полковникпа аслă лейтенант

Пĕр çемьерен _ полковникпа аслă лейтенант

ТĂВАН Шăмăршă тăрăхĕнчен çар çыннисем нумай тухнă. Эпир Василий Никифоров тата Альмир Иматдинов генералсемпе çеç мар, Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесе орден-медале тивĕç пулнă ытти офицерпа та мухтанатпăр.

...Вăрман хĕрринчи пĕчĕк хула пек илемлĕ ялта _ поэтсем каланă пек: «Шăпчăк юрриллĕ Шăмăршăра» _ çуралса ỹснĕ пĕр тăван Никитинсем. Андрейпе Максим мĕн ачаранпах спортпа туслă пулнă, шкулта та питĕ тăрăшса вĕреннĕ.

Андрей _ 1973-çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕскер _ Шăмăршă вăтам шкулĕнче пĕлỹ илнĕ чух чи лайăх спортсменсенчен пĕри шутланнă, общество ĕçне те хастар хутшăннă. Математика, физика, географи предмечĕсемпе, районти тата республикăри олимпиадăсене хутшăнса, темиçе хут та призлă вырăн çĕнсе илнĕ.

Андрей Никитин _ вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтерсен _ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетне вĕренме кĕнĕ, «Промышленность электроники» специальноçа алла илнĕ. Университетрах çар кафедринче вĕреннĕскере, дипломпа пĕрле «лейтенант» звани те панă.

Аслă пĕлỹ илсен пĕр çулталăка яхăн Чăваш патшалăх телевиденипе радио компанийĕнче вăй хунă; унтан Раççей çарĕнчи службăна кайма черет çитнĕ. Андрей Никитин аслă лейтенант Тамански дивизире службăра тăнă.

Мускав хули 850-çул тултарнă ятпа ВДНХ территорийĕнче ирттернĕ пысăк мероприятире _ Андрей Никитин аслă лейтенант ертсе пынипе _ салют-фейерверк янă.

Çар службинчен таврăнсан Андрей Никитин «Чувашия» ГТРК-ра (Патшалăх телевиденийĕпе радио компанийĕ) режиссерта ĕçлеме тытăннă. 2014-çулта ăна тĕп инженер должноçне шанса параççĕ. Чăваш çамрăкĕ коллективра ырă ят çĕнсе илет.

Андрей Геннадьевича ĕçри çитĕнỹшĕн «Чувашия» ГТРК тата ВГТРК (Пĕтĕм Раççей телевиденийĕпе радио компанийĕ) Хисеп грамотипе чысланă.Çакă та савăнтарать: Андрей Никитинăн ятне 2016-çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă Чăваш журналистикипе пичечĕн Энциклопедине кĕртнĕ. Асрах-ха: Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2014-çулта Чăваш Республикине килсен Андрей Никитин режиссер çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ ларăва тỹрĕ эфира кăларма тỹрремĕнех хутшăнчĕ. 2016-çулта Кирилл Патриарх Йошкар-Ола хулинче пулнă чух та Андрей Никитин режиссер куçса çỹрекен телевиденипе тỹрĕ эфирта ĕçлерĕ. 2013-çулта пирĕн ентеш _ Волгоград хулинче иртнĕ «Ĕмĕрхи çулăм» кинофестивале хутшăнса _ иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Андрей Геннадьевич _ лайăх çемье хуçи, мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтерет. Унăн тăван шăллĕ _ Максим _ 1978-çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Шăмăршăра çуралнă. _ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă кунра çут тĕнчене килнипех пулĕ, офицер профессине суйласа илтĕм, _ тет халĕ Раççей çарĕн полковникĕ Максим Никитин. _ Çĕр-шыв хỹтĕлевçи пулнăшăн пĕрре те пăшăрханмастăп, пачах урăхла _ чунра мухтанатăп та! Максим та _ тетĕшĕ пекех _ шкулта тăрăшса вĕреннĕ, спорт ăмăртăвĕсемпе олимпиадăсене хастар хутшăннă.

1995-çулта, шкултан вăтам пĕлỹ илсе тухсан, чăваш каччи Раççей Федерацийĕн Федераци погранслужбин Голицынри çар институтне вĕренме кĕнĕ. 1998-çулта «Юриспруденция» специальноçпа диплом илнĕ. Çамрăк лейтенант Инçет Хĕвел тухăçĕнче тата Вăтам Азире службăра тăнă. 2000-2003-çулсенче Раççей Федерацийĕн Федераци пограничник службин Мускаври çар институтĕнче пĕлĕвне ỹстернĕ.

Максим Никитин офицер Çурçĕр Кавказ регионĕн территорийĕнчи _ Таджикистанри, Дагестанри, Чечен Республикинчи _ çар операцийĕсене хутшăннă, хăйне лайăх енчен çеç кăтартса панă. Ятарлă çар заданийĕсене пурнăçлама хутшăннă чух паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1999-çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнчи Указĕпе, Максим Геннадьевича Паттăрлăх орденĕпе чысланă. Пирĕн ентеше _ 2000-çулта Таджикистанра службăра тăнă чух паттăрлăхпа палăрнăшăн _ Раççей телевиденийĕн Пĕрремĕш каналĕнчи «Взгляд» передачăра кăтартнă.

Максим Геннадьевичăн наградисем _ кăкăр тулли. Хăшне-пĕрне çеç асăнар: Суворов медалĕ (2007-çул), Жуков медалĕ (2008-çул), «Терроризма кĕрешес ĕçре палăрнăшăн» медаль (2009-çул), «Контртерроризм операцийĕнче палăрнăшăн» медаль (2007-çул) тата ытти те. 2019-çулхи март уйăхĕнче Максим Никитина «полковник» çар званине панă. Хальхи вăхăтра вăл Тăван çĕр-шыв хăрушсăрлăх сыхлавĕнче службăра тăрать, çамрăксене çар çыннин кăткăс та йывăр профессине алла илме хăнăхтарать.

Максим Геннадьевич _ çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ хĕр çитĕнтерет. _ Манăн халĕ _ тăватă мăнук: пĕр ывăл ачапа виçĕ хĕр ача, _ чун- тан савăнса каласа парать офицерсен амăшĕ, медицина ĕçĕн ветеранĕ Лидия Максимовна Никитина. _ Ывăлăмсемпе тата мăнукăмсемпе мухтанма пултаратăп. Андрей та, Максим та Тăван çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулчĕç, мăнуксем те вĕсене хурĕç тесе шанса пурăнатăп.

Раççей çарĕн полковникĕпе аслă лейтенанчĕн амăшĕ _ Лидия Мак- симовна _ нумаях пулмасть çеç-ха 75 çул тултарчĕ. Çак хастар хĕрарăм 50 çул ытла халăх сывлăхĕн хуралĕнче вăй хунă, «Санитарипе эпидемиологи службин отличникĕ» хисеплĕ ятпа темиçе теçетке Хисеп гра- моти илме тивĕç пулнă. Лидия Максимовна _ Шăмăршă тăрăхĕнчи паллă спортсменка, районти тата республикăри ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Тав çырăвĕпе чысланă. Андрейпе Максима _ Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунĕпе, офицерсен амăшне Лидия Максимовнăна _ çывхарса килекен Хĕрарăмсен уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Ив.САЛАНДАЕВ.



21 февраля 2025
14:49
Поделиться