«Салтак çăлтăрĕн» çĕнтерỹçи паллă!

Районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн 2024-çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче кун çути курнă номерĕнче вулакансем хушшинче «Салтак çăлтăрĕ» сăвă конкурсĕ ирттересси пирки çырнăччĕ. Ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче (1941_1945 çç.) çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалларăмăр. Унтанпа редакцие вуншар автор сăвă тăратрĕ.

Жюри, пĕр саслă пулса,

1-вырăна _ Виçпỹрт Шăмăршăри Надежда Кузьминăна («Тав çĕнтерỹçĕ салтака!» сăвăшăн),

2-вырăна _ Кахăрлă Шăхальти Галина Афанасьевăна («Ан пултăр вăрçă!» сăвăшăн),

3-вырăна Шăмăршăри Мария Левендеевăна («Ун ячĕ _ вилĕмсĕр!» сăвăшăн) пама йышăнчĕ.

Конкурс сăввисем çывăх вăхăтра хаçатра пичетленĕç. Çĕнтерỹçĕсене редакци çуртĕнче чыслатпăр (ун пирки каярах пĕлтеретпĕр).

Районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ.



21 февраля 2025
10:08
Поделиться