Сцена çинче _ пулас салтаксем
ТĂВАН ÇĔР-ШЫВ Хỹтĕлевçин кунне халалласа, Шăмăршăри Культура керменĕнче «Малалла, арçын ачасем!» конкурс иртнĕ. Унта центрти _ «Аленушка», «Ромашка», «Сказка», Карапай Шăмăршăри _ «Василек» ача сачĕсен, Пăчăрлă Пашьел, Васан, Палтиел шкулĕсенчи хатĕрленỹ ушкăнĕсен воспитанникĕсем хутшăннă.
Арçын ачасем конкурсра стройпа салтак пек утса, юрласа-ташласа хăйсен пултарулăхне кăтартса панă. Тĕрлĕ номинацире мала тухнисене Грамотăпа чысланă чух, жюри членĕсем кашни пĕчĕк салтака çывхарса килекен чаплă уяв ячĕпе саламланă.