«Сывлăх хуралĕнче лайăх специалистсем кирлĕ»

«Сывлăх хуралĕнче лайăх специалистсем кирлĕ»

Çак кунсенче «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат корреспонденчĕ район больницин тĕп врачĕпе Ирина Смирновăпа тĕл пулчĕ, сывлăх сыхлавĕн сферин кадр ыйтăвĕпе кăсăкланчĕ. Вулакансене çак калаçу содержанийĕпе паллашма сĕнетпĕр.

_ Сывлăх сунатăп Сире, Ирина Анатольевна!

_ Сире те сывлăх, ăнăçлă кун сунатăп, Зинаида Ивановна! Эсир пирĕн ĕç-хĕлпе кăсăкланнишĕн малтанах тав тăватăп.

_ Сывлăх _ чи кирли, чи хакли. Сирĕнсĕр, медицина ĕçченĕсемсĕр, пурăнма май çук пирĕн. Округри граждансен сывлăх сыхлавĕнче тăракансем çителĕклĕ-ши?

_ Пирĕн сферăра кашни специалист _ хăй вырăнĕнче. Ялсенчи ФАПсемпе амбулаторисенче, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче тата район больницинче медицина ĕçченĕсем çителĕклĕ. Чăн та, дерматовенеролог вакансийĕ уçăлнăччĕ _ йывăрлăхран тухрăмăр: Патăрьел округĕнчи специалист ку енĕпе тимлет.

2024-çулта Ульяновскран ентешĕмĕр _ Владимир Уресметов _ куçса килчĕ. Владимир Степанович _ анестезиолог-реаниматолог, район больницинче вăй хурать.

Пĕлтĕр, поликлиникăра васкавлă пулăшу кабинечĕ (кабинет неотложной помощи) уçăлнă май, унта Марина Григорьева ĕçлеме пуçларĕ. Вăл кунта «Земство тухтăрĕ» программăпа вырнаçрĕ. Каласа хăварам, Марина Владимировна ĕçĕпе пациентсем питĕ кăмăллă. Çавăн пекех вăтам сыпăкри виçĕ медицина ĕçченĕ пирĕн округа «Земство фельдшерĕ» программăпа ĕçлеме килчĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви вĕсене пурăнмалли вырăнпа тата хушма укçа-тенкĕпе тивĕçтерет.

_ Питĕ лайăх. Ĕçле те ĕçле! Ирина Анатольевна, пирĕн округран медицина енĕпе вĕренекен стипендиатсем _ целевиксем тет- пĕр _ пурах пуль ĕнтĕ?

_ Пур. Хальхи вăхăтра 11 çамрăк аслă вĕренỹ заведенийĕнче тухтăр пулма хатĕрленет. Кăçал Софья Измукова _ «Сывату ĕçĕ», Ксения Илюхина «Педиатри» специальноçпа вĕренсе тухаççĕ. Айгел Феткуллова, Илья Мокшин, Раиля Вахитова, Юлия Кузьмина 1_3 çултан «Сывату ĕçне» алла илĕç. Медицина факультетне халерех вĕренме кĕнисем: Димитрий Старшов, Тимур Локтин, Элеонора Кудряшова, Даниил Макаров, Анастасия Павлова. Вĕсем те _ пирĕн малашлăх.

_ Шанчăклă смена çитĕнессе ĕненетпĕр. Вырăнтан панă направленипе вĕренме кĕнисем мĕнле çăмăллăхпа усă кураççĕ? Тепĕр тесен, вĕсен обязательство та пур вĕт-ха...

_ Вĕреннĕ хушăра пулас тухтăрсем _ 3000 тенкĕ, вăтам медицина персоналĕ пулмаллисем _ 1000 тенкĕ стипенди илсе тăраççĕ. Вĕсен направлени панă учрежденире 3 çултан кая мар ĕçлемелле. Çак тапхăра ĕçлесе татмасан хăйшĕн учреждени тăкакланă укçа-тенке тавăрса памалла пулать.

_ Ăçта çуралнă _ çавăнтах вăй хумалла пултăрччĕ çамрăксен.

_ Çакăн пирки ĕмĕтленетпĕр хамăр та. Пире хăйсен профессине чунтан юратакан, сывату ĕçне питĕ лайăх пĕлекен-тăвакан специалистсем кирлĕ. Шăмăршă округĕнче пуян опытлă медицина ĕçченĕсем сахал мар, шел те, вĕсенчен çуррийĕ _ çулланнă çынсем. Тивĕçлĕ канăва тухнисене улăштарма кирек хăçан та специалистсем хатĕр пулмалла, мĕншĕн тесен наци пуласлăхĕ сывлăх хуралçисенчен нумай килет.

_ Килĕшмелле Сирĕн сăмахăрпа, Ирина Анатольевна. Кадрсем пĕтĕм ĕçе татса параççĕ. Тăван округра медицина ĕçченĕсем çителĕклĕ пулччăр, çавна май граждансен сывлăхĕ яланах хỹтлĕхре тăтăр.

_ Çапла пултăр.

Калаçăва Зинаида Свеклова йĕркеленĕ.



21 февраля 2025
09:58
Поделиться