Спартакиада шучĕпе
ХĔЛ кунĕсем иртсе пыраççĕ пулин те, йĕлтĕрпе конькие аяккине илсе хума иртерех-ха. Юр та çăвĕ, сивви те пулĕ. Хĕл çуркуннене часах парăнас çук.
Акă февралĕн 12-мĕшĕнче Шăмăршă ялĕ çумĕнчи хыр вăрманĕнче округри çамрăк йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ пулчĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине шкулта вĕренекен 107 ача тăчĕ. Ăмăрту шкулта вĕренекенсен 2024-2025- çулхи Спартакиади шучĕпе иртрĕ.
Çивĕч тупăшура Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн команди пĕрремĕш вырăна йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ Анат Чаткас тĕп шкулĕпе Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш командисем.
Уйрăм спортсменсенчен Андрей Дмитриева, Кирилл Козлова, Кристина Шомполовăна (Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ), Дмитрий Брусова (Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди), Разиля Бахитовăпа Кира Кузьминăна (Анат Чаткас тĕп шкулĕ) палăртмалла.