СВОри паттăрлăхшăн

РЕДАКЦИЕ ырă хыпар кашни кунах килсе тăрать. Акă çапăçури паттăрлăхшăн, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе, Шăмăршă муниципалитет округĕнчен ятарлă çар операцийĕнче тăракан Николай Андреева _ IV степень Георгий Хĕресĕпе, Андрей Карсаковпа Николай Портнова _ Жуков медалĕпе, Алексей Паймина «За отвагу» медальпе чысланă. Раççей çарĕн лейтенанчĕ Артур Северов вара «Центр» çар группировка командующийĕн Грамотине илме тивĕçнĕ.

Саламлатпăр сире, паттăр ентешсем, эсир тăван яла Çĕнтерỹпе таврăнасса тỹсеймесĕр кĕтетпĕр!

Е.ЖОЛОБОВА.



21 февраля 2025
14:24
Поделиться