Тав çĕнтерỹçĕ салтака!
Вут-çулăм витĕр пит хăюллă
Малтан мала утать салтак.
Ун умĕнчи тĕллевĕ паллă:
_Хир тăшмана, калла ан чак!
Тăван çĕр-шывшăн,
Тăван еншĕн
Пуçне те хатĕр хăй хума.
Хура юна вăл çĕнтересшĕн,
Татасшăн урлă тăшмана.
Маттур, чăнах, ун вăйĕ çитрĕ!
Тав çĕнтерỹçĕ салтака.
Ун ячĕпе хĕвелĕ çиçрĕ,
Тỹпе çуталчĕ тасалса.
Надежда Кузьмина, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.