Тыл ĕçченĕсене _ награда
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çапса аркатнăранпа 80 çул çитнĕ май, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн, Шăмăршă округĕнче те тыл ветеранĕсене юбилей медалĕпе чыслаççĕ.
Çак кунсенче округ пуçлăхĕ Сергей Галкин, Палтиел ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Феннур Рахматуллов, округ депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем _ Фазулла Рахматуллов, Алевтин Алеев _ çак ял территори уйрăмĕнчи тыл ĕçченĕсем патне çитсе килчĕç. Вĕсене килти савăнăçлă лару-тăрура «1941_1945-çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул» юбилей медалĕ пачĕç.
Çак хисепе Палтиелĕнчи Василя Галлямовна Мухаметзянова, Зейтуна Феттахутдиновна Буданова, Минсария Ахмедсафовна Валеева, Фасяхатбяню Кашафетдиновна Кашафетдинова, Патирекри Любафия Михайловна Поварова, Елена Семеновна Авксентьева, Анастасия Никифоровна Севрюгина, Слузиян Кешафовна Хайруллова, Гольфеяз Зякиулловна Шарипова, Сагидя Фаттаховна Кафизова тивĕçнĕ.
Çĕр-шыв Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе, Шăмăршă округĕн пуçлăхĕ, Васан ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Ленар Залалтдинов, округ депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Старшов Михаил Константинович Антонов (Кивĕ Шăмăршă), Таисия Александровна Кузьмина (Васан) тыл ĕçченĕсем патне юбилей медалĕ çитерчĕç.
Пăчăрлă Пашьел ял территори уйрăмĕн отчетлă пухăвĕнче чаплă лару-тăрура Харис Каюмович Айнетдинов (Пăчăрлă Пашьел) тыл ветеранне юбилей медалĕпе наградăлани _ ĕмĕр манăçми пулăм. Шăмăршă округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, Пăчăрлă Пашьел ял территори уйрăмĕн начальникĕ Евгений Укин, округ депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Эльвира Можаева Асанкассипе Пăчăрлă Пашьел ялĕсенче пурăнакан ытти тыл ĕçченне килте хисеп туни те яланлăхах асра юлĕ. Çак чыса тивĕçнисем: Петр Александрович Прохоров, Елизавета Николаевна Кавалерова, Хамит Каюмович Айнетдинов, Шемшибеню Каримулловна Айнетдинова (Асанкасси), Лидия Вячеславовна Шикина, Елена Никифоровна Краснова (Пăчăрлă Пашьел). Лидия Христофоровна Молофеева, Александра Дмитриевна Салеева (Пăчăрлă Пашьел), Ульяновскра хĕрĕсем патĕнче хĕл каçнă май, наградăна çывăх вăхăтра илĕç. Сăмах май, округри чĕрĕ юлнă пĕртен-пĕр вăрçă ветеранне _ Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан Александр Иванович Гармонщикова _ нумаях пулмасть юбилей медалĕпе наградăланăччĕ.
Представительсем вăрçă ветеранне тата тыл ĕçченĕсене награда панă чухне вĕсен вышкайсăр паттăрлăхĕпе хастарлăхне, Çĕнтерĕве хывнă пысăк тỹпине палăртнă. Юбилей медалĕ _ Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă Çыннăмăрсен ĕçне хакланин тата вĕсене тав тунин нихçан манăçми палли.
З.Свеклова.