Тăшман авиацийĕ тапăнасран хỹтĕленĕ

Тăшман авиацийĕ тапăнасран хỹтĕленĕ

1941-çулхи ноябрь уйăхĕнче Хусан хулинче Сывлăшран тапăннине тупса палăртас тата çыхăну ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе уйрăм батальон йĕркеленĕ, унта арçынсене çеç илнĕ.

Фашистсем Тăван çĕр-шывăн тĕп хули патне çывхарса пынă май батальонри арçынсене пурне те Мускава хỹтĕлеме куçараççĕ. 1942-çулта Чăваш АССРĕнчи спортра палăрнă чи маттур 500 хĕре 101-мĕш ОБ ВНОС йышне илеççĕ (батальон ячĕ çапла пулнă _ авт.)

Ĕнерхи шкул выпускникĕсене çар промышленноçĕн комплексĕсене нимĕç авиацийĕ тапăнасран хỹтĕлеме шанаççĕ. Çавăн пекех ОБ ВНОС боецĕсем кĕперсемпе каçăсене, аэродромсемпе складсене те сыхланă. Хĕрсене нимĕç тата совет самолечĕсене сасă тăрăх уйăрса илме, Морзе азбукипе усă курса штаба информаци пама тата _ кăткăс лару-тăру сиксе тухсан _ хĕç-пăшал тытнипе пĕрлех алă вăйĕпе çапăçма та вĕрентнĕ.

Сывлăшран тапăннине тупса палăртас тата çыхăну ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе йĕркеленĕ уйрăм батальон йышĕнче Шăмăршă çар комиссариатĕнчен вăрçа илнĕ Шамккай хĕрĕ Лиза Парфенова (Маськина) та çапăçнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче эпĕ Елизавета Федоровнăн аса илĕвне çырса илнĕччĕ. Çак аса илỹри хăш-пĕр саманта çеç илсе кăтартатăп.

«1943-çулхи июль уйăхĕнче пирĕн батальона Украинăна куçарчĕç, _ çапла каласа панăччĕ Елизавета Федоровна. _ Эпир Пĕрремĕш Украина фрончĕн ПВО 4-мĕш корпусĕн йышĕнче çапăçма пуçларăмăр.

Нимĕçсем çапăçу хирне нумай техника пăрахса хăварнăччĕ. Эпир çак трофей хушшинче Германире туса кăларнă двигатель тупрăмăр, вăл пире Англире хатĕрленĕ прожектора ĕçлеттерме пысăк пулăшу пачĕ. Çак прожекторпа эпир, çĕрлехи вăхăтра фашистсен темиçе самолетне шыраса тупса, çийĕнчех хамăрăн зенитчиксене пĕлтерме пултартăмăр. Тăшмана пысăк сиен кỹнине тивĕçлипе хакласа, пирĕн взводри хĕрсене _ çав шутра мана та _ командовани «За отвагу» медальпе чысларĕ».

«Вăрçă _ хĕрарăм ĕçĕ мар», _ теççĕ. Анчах, Тăван çĕр-шывшăн пысăк хăрушлăх тухса тăнă чух, çапăçура кашни çын хаклă. Шинельпе кирзă атă тăхăннă хĕрсем салтак службин мĕн пур асапне тỹссе ирттернĕ.

Елизавета Федоровна тепĕр эпизода та аса илнĕччĕ. Ку ĕç Украинăри Щорс хули патĕнче пулса иртнĕ. Нимĕçсен Ю-88 тата Хенькель-111 самолечĕсем чуна çỹçентерсе кĕрленĕ. Хĕрсем фашист самолечĕсем вĕçсе килнине сăнав постĕнче асăрханă. Раци урлă пирĕн зенитчиксемпе летчиксене çийĕнчех пĕлтерме пултарнă. Сывлăшри хаяр çапăçура совет летчикĕсем тăшманăн виçĕ самолетне çапса антарнă, тата икĕ самолета зенитчиксем вут хыптарнă.

Çак çапăçу хыççăн икĕ кун иртсен, пирĕн хĕрсем фашистсен Хенькель самолетĕнчен сикнĕ десанта тытса хĕç-пăшалсăрлантарма пулăшнă. Ку Чернигов облаçĕнче пулса иртнĕ.

Елизавета Парфеновăпа (Маськинăпа) пĕрлепирĕн тепĕр ентеш _ Тутар республикинчи Çĕпрел военкоматĕнчен фронта кайнă Упи ялĕн хĕрĕ Анна Макарова (Шамеева) та çапăçнă. Анна Владимировна вăрçă хыççăн Шăмăршă районĕнчи Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче пурăннă. Акă унăн аса илĕвĕ:

«1944-çулхи июлĕн 19-20-мĕшĕсенчи çĕрлехи вăхăтра пирĕн батальон фашистсен темиçе самолетне çапса антарчĕ. Çапăçури çак паттăрлăхшăн пире пурне те Константин Рокоссовский маршал Тав çырăвĕпе чысларĕ».

101-мĕш уйрăм батальон (ОБ ВНОС) боецĕсем Çĕнтерĕве Белорусси çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн Елизавета Парфенова (Маськина) та, Анна Макарова (Шамеева) та нумай çул хушши Шăмăршăри райпо тытăмĕнче вăй хунă. Фронтри наградăсем çумне мирлĕ ĕçри хастарлăхшăн панă медальсемпе ятарлă паллăсем хутшăннă.

Ив.САЛАНДАЕВ. 

 



21 февраля 2025
09:50
Поделиться