«Усалне - усал та...»

«Усалне - усал та...»

ИСТОРИКСЕМ çирĕплетнĕ тăрăх, Раççейре сăмакун юхтарма 1600-çулсенчех пĕлнĕ. Анчах вырăс сăмахĕ «самогон» «сами гоним» тенине пĕлтермен иккен. Ставрополь тăрăхĕнче чаплă эрехçĕ Йозиф Самого пурăннă, хăй хатĕрленĕ хаяр шĕвекпе вăл Питĕрпе Мускаври дворянсене те тивĕçтерсе тăнă. Ставрополь тăрăхĕнчи Самого пурăнакан вырăна 1913-çулчченех Сăмакун уесĕ тенĕ.

Шăпах Самого сахăр чĕкĕнтĕрĕнчен тата çĕр улмирен, çĕпре ярса йỹçĕтсе, хаяр шĕвек хатĕрленĕ, ăна хупахра (кабак) сутма тытăннă. 1615-çулта еврей çынни Йозиф Самого сăмакун шутласа кăларнине çирĕплетекен документ та илнĕ. Çапла вара, çак хаяр шĕвек «çуралнăранпа» кăçал 425 çул çитет.

Сăмакун уесĕнчен «рецепт» пĕтĕм Раççейĕпех сарăлнă. Дмитрий Менделеев ученăй спирт шутласа кăларсан çеç патшалăх эрех туса кăларма тытăнать, сăмакун хатĕрлекенсене вара хытă айăплама пуçлаççĕ. Сăмакун юхтаракансене йĕмне антарса хулăпа хĕненĕ, вăйпах темиçе литр пăрака ĕçтерсе асаплантарнă, вăрă вырăнне хурса каторгăна ăсатнă.

1913-çулта Сăмакун уесĕн ятне улăштарса Свято-Крестовский уес теме пуçланă.

Çакă та интереслĕ: сăмакуна «ханша» теме Раççейре XIX-ĕмĕр варринче пуçланă. Ханша (ханжа, ханшин) - вырăс е чăваш сăмахĕ мар, калаçăва китай чĕлхинчен кĕнĕ. Хаяр шĕвекпе наркăмăшланса нумай çын вилнĕ пулин те, ханша Раççейре сарăлнăçем сарăлса пынă. Тĕрлĕ вăхăтра йышăннă «типĕ саккун» та сăмакун юхтарассине тĕпĕ-йĕрĕпе кăклайман.

Православи тĕнне йышăниччен чăваш халăхĕ хаяр шĕвеке пачах та ĕçмен. Ĕçкĕ-çикĕ валли яланах хăмла сăри хатĕрленĕ. Историксем çирĕплетнĕ тăрăх, кашни чăваш талăкра 1,5 литра яхăн сăра ĕçме пултарнă. Йышлă хăна пуçтарсан е туй-çуй валли, сăра çине пыл хушса, сим-пыл е шерпет хатĕрленĕ. Чи хаяр сăра пыл ярса йỹçĕтнĕ кăрчама пулнă.

Чăваш халăх фольклорĕнче ниçта та «сăмакун, ханша» сăмаха асăнни çук, «сăра» сăмах вара тăтăш тĕл пулать. Çак тĕслĕх пирĕн халăх урă пурнăç йĕркине тытса пынине, ваттисем çамрăксене ĕçкĕ ырă туманни пирки аса илтерсех тăнине çирĕплетет.

1917-çулхи Октябрьти революципе граждан вăрçи хыççăн, совет влаçĕ сăмакун юхтарнине «контрреволюцилле сиен» тесе хакланă. 1918-çулхи майăн 18-мĕшĕнче ВЦИКпа РСФСР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ сăмакун юхтаракансене «халăх тăшманĕ» тесе шутласси пирки декрет йышăннă. Вĕсене революци сучĕпе айăпланă тата тĕрмене хупнă.

Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнче сăмакун юхтарнипе уес милицийĕ, вулăс ĕçтăвкомĕ, ял Совечĕпе совет активисчĕсем кĕрешнĕ. Социаллă усал йăлана тĕп тума чухăнсен комитетне те (комбед) явăçтарнă.

Акă Шăмăршă вулăсĕнчи комбед 1918- çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче ялта сăмакун юхтарма чарасси çинчен «хаяр» постановлени йышăннă. Текста вырăслах илсе кăтартатăп: «Самогон не варить, а кто не будет исполнять постановление, тот будет считаться как контрреволюционер, как противник Советской власти и будет отправлен по назначению, дабы с ним расправились как с беспощадным врагом народа».

Шамккай вулăсĕнчи Вырăс Чукал ялĕнче комбед членĕсем сăмакун юхтаракансене тата та хытăрах айăплама йышăннă: «Сăмакун юхтараканăн пуçне чĕрес е валашка тăхăнтартнă та урам тăрăх илсе çỹренĕ. Пурте илтчĕр тесе, чĕресе е валашкана вут сыппипе çапса сасă тунă», - çапла аса илсе çырса хăварнă Вырăс Чукал ялĕнче пурăннă Иван Скрипин. Сăмакун юхтаракансемпе вырăнти комсомолецсем те çапăçнă, çапах та çамрăксем пысăк ỹсĕм тăвайман.

«Культурăпа çут ĕçе вăйлатассишĕн тăрăшнипе пĕрлех, комсомол бандитизмпа тата сăмакунçăсемпе те кĕрешнĕ, - иртнине аса илсе çырнă «Коммунизм çулĕ» (халĕ - «Шăмăршă хыпарĕ») хаçатра Патирекре çуралса ỹснĕ Илья Муллин учитель. - Акă пĕр тĕслĕх. Хĕллехи каç, пỹрт мăрйинчен тĕтĕм тухать. Хапха питĕркĕчне çĕмĕрсе кĕнĕ çамрăксене пỹртрен вĕри шыв сапса, ылхана-ылхана кăларса ывăтнă». («Коммунизм çулĕ» хаçат, 1951-çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче тухнă номер).

«Çак усал шĕвеке ма ĕçетĕр-ха!» - ятланă сăмакунçăсене судра.

«Усалне - усал та, килти хуçалăхра кирлĕ-çке», - тỹрре тухма пăхнă айăпа кĕнисем.

Шăмăршăпа Шамккай уесĕсенче сăмакунçăсемпе хăратса-хĕнесе çеç мар, пропаганда ĕçне анлăн сарса янипе те кĕрешнĕ. Вулав çурчĕсенче эрех-сăмакун сиенĕ çинчен лекци вуланă, сăмакун юхтаракансене питлекен пĕчĕк сценкăсем лартнă, сцена хаçачĕ кăларнă.

Сăмакун юхтаракана милиционер çеç мар, хуть хăш совет работникĕ те арестлеме пултарнă. Хăш-пĕр чух кулăшла самантсем те пулнă. Акă Кивĕ Чукалти М-на сăмакун юхтарнă чух алăранах ярса тытнă. Протокол çырма хатĕрленнĕ чух М., 75 çулти ватă çын пулнине пăхмасăр, икĕ четвĕрт сăмакуна йăтса пỹртрен тухса тарнă. Милиционер таркăна асăрхаттарса пăшалтан çỹлелле персен тин, чупма чарăнса, М. тулли четвĕртсене çапса çĕмĕрнĕ.

Милиционерсем вăрттăн хăтланма тытăннă: сăмакун юхтаракан патне ют ял çыннине кĕртсе янă та, ăна укçа тыттарса, хаяр шĕвеке туянма хушнă. Укçашăн çунакан сăмакунçăсем темиçе хутчен те «капкăна» çакланнă.

Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенче пурăнакансене сăмакунран шуйттан пек хăрама вĕрентсе çитернех: 1918-çулта 17 çынна уголовнăй йĕркепе явап тыттарнă пулсан, 1919-çулта 22 çынна айăпланă, 5 çынна уголовнăй ĕç пуçармасăр ялтан хăваласа янă.

1918-çулта Уфа хулинче Гурий Комиссаров тĕпчевçĕн «Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши, каймĕ-ши?» кĕнеки пичетленсе тухать. Ăна вуласан тĕлĕнетĕн: XX-ĕмĕр пуçламăшĕнче мар, тинтерех çырнă пулĕ ку ĕçе тесе шутлатăн. Питĕ тарăн та пĕлтерĕшлĕ, кивелми шухăшсем палăртнă чăвашсен паллă историкĕ, тăван халăх культурине тишкерекенĕ. Чăваш пĕтессине кăтартакан хăрушă паллăсен шутне вăл эрех-сăмакун ĕçме, чĕлĕм туртма юратнине кĕртет.

Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, кашни çын пуçне çулталăкра 8 литр эрех-сăмакун тивсен ку наци вилĕмĕ патне илсе çитерме пултарать. Пирĕн патăмăрта вара çак паллă виçе 12-13 литртан та иртет.

Чăваш халăхĕ - этемлĕх йывăçĕн пĕр турачĕ, эпир вара - çав турат çинчи çулçăсем. Хăрса ỹкме парас марччĕ çав турата. Ун çинчи кашни çулçа упрасчĕ!

Ив.САЛАНДАЕВ.

(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕнчи документсемпе усă курнă).



21 февраля 2025
10:12
Поделиться