72 çул пĕрле!

72 çул пĕрле!

Асанкассинчи Хамитпа Шемшибеню Айнетдиновсемшĕн кăçалхи февралĕн 25-мĕшĕ хăйне евĕр чаплă юбилей вырăнне пулчĕ. Вĕсем пĕр çемье чăмăртанăранпа 72 (!) çул çитрĕ.

Çывăх çыннисен саламĕ çумне Пашьел ял территори уйрăмĕн начальникĕн Евгений Укинăн, Шăмăршă округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕн Татьяна Матвеевăн саламĕ те хутшăнчĕ. Чăваш Республикин юстици енĕпе ĕçлекен Патшалăх службин Тав çырăвĕ телейлĕ мăшăршăн чи хаклă парне пулчĕ.

... 1953-çултанпа пĕр-пĕрне юратса-хисеплесе, ăшă сăмахпа та ĕçпе пулăшса кун кунлаççĕ, çĕр çĕрлеççĕ 94 çулти ватăсем. Иккĕш те сывлăхлă, тулли кăмăллă. Пурăнмалăх _ кермен пек çурт, ăшăнмалăх _ газ системи, апатлăх та çăвăнса тасалмалăх шыв системи пур. Пурнăç ырлăхĕшĕн Аллаха, Раççей Правительствине тав тăваççĕ вĕсем, хăйсене çăмăллăх кỹрекен ачи-мăнукне пехиллеççĕ. 8 ача _ чун тĕрекĕ, 12 мăнукпа 24 кĕçĕн мăнук _ чун йăпатмăш.

Хамит Каюмовичпа Шемшибеню Керимулловна Асанкассинче _ пĕр урамра çуралнă, пĕрле выляса, пĕр- пĕрне ачаран пĕлсе ỹснĕ, пĕр класра вĕреннĕ. Çитĕнсен те çамрăксем пĕр-пĕрин патне туртăннă. Туслăх туйăмĕ юратăва куçнă. 4-класс кăна пĕтернĕ пулин те, пурнăçне лайăх йĕркелесе янă Айнетдиновсем. Иккĕш те колхоз ĕçне ачаллах кỹлĕннĕ. Хамит Каюмович хирте вăкăрпа сỹреленĕ, вăрмантан вутă турттарнă. Уй-хир бригадине ертсе пынă. Ỹркенменскер, плугарьте, 20 çул хушши тракторист-подвесчикре тар тăкнă. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕхĕ валли арман авăртнă, скотникре вăй хунă. «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.

Шемшибеню Керимулловна уй-хир бригадинче çĕр улми, чĕкĕнтĕр çитĕнтерсе вĕсене пухса кĕртме хутшăннă. Хĕллехи шартламара колхоз тыррине сортировка витĕр кăларнă. Улатăр районĕнчи Суйкăн вăрманне касса тертленнĕ.

«Вăрçă ачисем» татăк çăкăра та пĕрле пайланă, пур ĕçе те пĕрле тунă. Çав хушăрах ывăл-хĕрне те тимлĕхре тытнă. Халĕ те _ çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

_ Ăнланупа хисеп, юрату _ кил-йыш тĕрекĕ, сывă пурнăç йĕрки _ вăрăм ĕмĕр никĕсĕ, _ теççĕ Айнетдиновсем.

Зинаида Свеклова.



28 февраля 2025
11:39
Поделиться