Аслă типĕ _ яваплă тапхăр

Православи тĕнне тытса пыракансемшĕн Çăварни эрнин юлашки кунĕ (мартăн 2-мĕшĕ) çылăх каçарттармалли кун шутланать. Çитес вырсарникун христианинсем пĕр-пĕринчен каçару ыйтаççĕ, çавна май ỹтпе чунне çитес тĕрĕслев _ Аслă типĕ витĕр кăларма хатĕрлеççĕ. Православи тĕнĕ вĕрентнĕ тăрăх, пĕр-пĕрне кỹрентернĕшĕн ỹкĕнмелле тата айăпа йышăнмалла, каçару ыйтмалла тата каçармалла. Çакă пире Туррăмăрпа çывăхлатать. Аслă типĕ _ Иисус Христос пуш хирте 40 кун хушши типĕ тытнине асăнса ирттерекен яваплă ĕç. Ун тĕллевĕ _ Мăнкуна паллă тума хатĕрленесси.

2025-çулхи Аслă типĕ мартăн 3-мĕшĕнче пуçланса апрелĕн 20-мĕшĕччен тăсăлать. Малтанхи тата чи кайранхи типĕ эрнисем чи яваплă эрнесем шутланаççĕ.

Мăнкуна тивĕçлипе кĕтсе илесси _ кашни христианăн тивĕçĕ. Унччен ỹтпе те, чунпа та тасалмалла.

Христос Туррăмăра ĕненекенсен диетăна çирĕп пăхăнмалла. Аслă типпĕн пирвайхи тата юлашки кунĕнче пачах та апат çимелле мар. Эрех-сăра ĕçессинчен типĕ тăршшĕпех тытăнса тăмалла. Сĕт-çăва, аш-какая менюран кăлармалла. Вĕсем вырăнне пахча çимĕçпе улма- çырла, пăтă, кăмпа, пыл, мăйăр тата ỹсен-тăранран хатĕрленĕ ытти апат пулмалла. Ку ỹтпе тасални пулĕ.

Çынна сив сăмах каласран, кỹрентересрен, ытти начар ĕç тăвасран асăрханмалла. Май пур таран кĕлĕ кĕнекисене вулама тăрăшмалла. Чиркĕве çỹремелле, çылăхсемшĕн хытă ỹкĕнсе вĕсене каçарттармалла, Турă ỹчĕпе юнне ăша илсе Унпа çывăхланмалла. Çакă вара чунпа тасални пулĕ. Аслă типĕре хамăра йĕркеллĕ тытар. Мăнкуна _ уявсен уявне _ тивĕçлипе кĕтсе илер.

Георгий Хитров протоиерей, Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.



28 февраля 2025
11:53
Поделиться