«Атăлта» ишсе мала тухнă

Февралĕн 22-мĕшĕнче Куславккари «Атăл» спорт шкулĕн бассейнĕнче Иван Семенов фермер парнисемшĕн ăмăрту иртнĕ. Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн команди (тренер-преподавателĕ _ Василий Бондареев) лайăх кăтартупа палăрнă. 2014-2015-çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче, 50 метра ирĕклĕ стильпе ишсе, Дмитрий Якушов _ пĕрремĕш, Степан Паймин _ иккĕмĕш, Эдуард Иванов _ виççĕмĕш, хĕр ачасен ăмăртăвĕнче Виктория Александрова иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2012-2013-çулсенче çуралнисем 100 метра ирĕклĕ стильпе ишсе тупăшнă, пирĕн командăри Ольга Кузьминăпа Станислав Бибуков виççĕмĕш вырăна тухнă. «Атăлти» ăмăртăва Шăмăршă, Патăрьел, Вăрмар, Çĕрпỹ округĕсенчи чи вăйлă 100 çамрăк спортсмен хутшăннă. Çĕнтерỹçĕсене ăмăрту спонсорĕ асăнмалăх парнепе чысланă.



28 февраля 2025
11:43
Поделиться