«Чăваш вăрманĕ» туристсене илĕртет
«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» Наци паркĕнче 2024-çулта çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ 65 пин турист пулса курнă. Парк дирекцийĕ кăçал çак цифрăна 70 пине çитерме тĕллев лартнă. «Туризм тата тараватлăх» Наци проектне хутшăнса, парк территорийĕнчи инфраструктурăна тĕпрен лайăхлатма шутлаççĕ. «Шăмăршă çĕрĕн аваллăхĕ» турист маршручĕ йĕркеленĕ май, А-151 трасса çинче çул хĕрринчи сервис объекчĕсем тата хăнасем валли çĕр каçмалли пĕчĕк пỹртсем лартма палăртнă.