Гелия Хамдеева : «Йывăр чире парăнтарни çынсене пулăшма хистерĕ...»

Пирĕн корреспондент çак кунсенче Шăмăршăра пурăнакан Гелия Хамдеева волонтерпа тĕл пулнă, ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшас енĕпе тунă ĕç-пуç çинчен калаçнă.
_ Гелия Керимулловна, ырă кун пултăр! Кăштах чăрмантарасшăн Сире...
_ Кунĕ ырă, Сирĕншĕн те ырă пултăр вăл, Зинаида Ивановна. Тĕрĕссипе, каçарăр та, вăхăт çукрах. Волонтер ĕçĕпе Шупашкара кайма хатĕрленетĕп.
_ Апла тăк, нумай тытса тăмăп Сире. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Эсир _ Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕпе тачă çыхăнура. Халĕрех мĕнле ĕç-пуç туса ирттертĕр?
_ Тĕрĕсех, «Пĕрле» фондпа çыхăнса ĕçлетĕп. Хам, социаллă сетьри «Кызлар-йолдызлар» («Хĕрсем-çăлтăрсем») ушкăн администраторĕ пулнă май, волонтер ĕçне ун урлă туса пыратăп. Кунсăр пуçне, хам машинăпа çывăхри ялсене тата Патăрьел округне, Тутарстанăн Çĕпрел тата Пăва районĕсене, Ульяновск хулине тата облаçне тухса çỹретĕп, граждансемпе, мусульманство представителĕсемпе тата уйрăм предпринимательсемпе тĕл пулса калаçатăп, гуманитари пулăшăвне пухатăп. «Кызлар-йолдызлар» ушкăнра шăпах çав вырăнсенче пурăнакан хĕр-хĕрарăм та тăрать. Интернет пире пĕр чăмăра чăмăртарĕ. Ик-виç сăмахпа çырса яратăп та черетлĕ пулăшу парасси пирки _ ман хĕрсем-чиперккесем тỹрех сас параççĕ. Кĕске вăхăтрах кирлĕ япаласене пухса хуратпăр. Маттур ман хĕрсем!
СВОра тăракан салтаксене Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи кунĕ ячĕпе 4 хутчен парне-кучченеç пухассине йĕркелерĕм. Тăван Патирек, çавăн пекех Пал- тиел çыннисен (Роза Минеева ĕç ветеранĕ хăй кăна 2 пин тенкĕ укçа пачĕ!), çỹлерех асăннă çĕрте пурăнакансен, «Ландыш» (Палтиел), Шăмăршă район больницин ĕçченĕсен, Константин Емельянов «кĕмĕл» волонтерăн пĕрлĕхĕпе ăшă тумтир, окоп çурти, нумай вăхăт упранакан апат тата пылак çимĕç, маскировка сетки янтăларăмăр. Вĕсене коробкăсене хурса малтан _ Патăрьел округĕн Кзыл-Чишма ялне çитертĕм, унти волонтерсем вĕсене СВОна çитерчĕç. Унтан Шăмăршăран тата Кивĕ Чукалтан каякан гуманитари пулăшăвĕн машинисенчен хамăр япаласене парса ятăм. Кайран вара хамах Шупашкара çул тытрăм, ушкăнпа пухнă япаласене «Пĕрле» фонда çитертĕм.
_ Тĕлĕнмелле мухтавлă ĕç тăватăр, Гелия Керимулловна, кам _ укçапа, кам _ тăхăнмалли çыхса-туянса, апат-çимĕç продуктне хатĕрлесе- туянса пулăшать. Кашнийĕ пулас Çĕнтерĕве тỹпе хывать...
_ Окоп çурти _ питĕ кирлĕ хатĕр. Пушă банкăсене (100 ытла та пур пулĕ) эпĕ Патăрьел округĕн Шăнкăртам ялĕнчи «Халяль» магазин урлă тупса илсе килтĕм.
_ Яланах çул çинче куратăп Сире, гуманитари пулăшăвĕ енĕпех çỹретĕр шавах...
_ Эпĕ салтаксемшĕн (пире хỹтĕлеççĕ-çке!) ылтăн вăхăта та, укçа-тенке те, бензина та шеллеместĕп. 2022-çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче пирĕн тăрăхри çамрăксене мобилизациленĕ хыççăнах фронта пулăшасси пирки шутлама пуçларăм. Эп пулăшни тумлам çеç пулсан та, вăл Çĕнтерĕве çывхартма пулăшать-çке! Пурĕ 20 хут ытла йĕркелерĕм гуманитари япалисем пухас-ăсатас ĕçе.
_ Госпитальсене те çитсе килнине илтнĕ эпĕ...
_ Унсăр мĕнле пултăр-ха? Ульяновскри, Хусанти çар госпиталĕсенче темиçе хут та пултăм, вĕсенче сипленекен ентешĕмсене кирлĕ япала та кучченеç панипе пĕрлех ăшă сăмахпа та савăнтартăм. Аманнисене чи малтан чун хавалне çирĕплетекен сăмах кирлĕ-çке! Курскри тата Керчьри госпитальсене те çитрĕм...
_ Курскпа Керче те çитнĕ-и?!.
_ Тĕлĕнмелли ним те çук, Зинаида Ивановна. Кĕркунне Хура тинĕс хĕррине канма кайрăм, сывлăх çине те çаврăнса пăхас терĕм. Хам пеккисемпе тỹрех пĕр чĕлхе тупрăм. Паллах, канăç пулмарĕ вĕсен манпа: ушкăнпа гуманитари япалисем туянса Керчьри госпитале çул тытрăмăр. Кунта, пирĕншĕн ют вырăнта, сиплев курсне тухакансене курсан чĕрем тапма чарăнчĕ тейĕн: камăн _ алли, камăн _ ури çук, кам _ пуçран аманнă... Суранне пула шанчăк çухатнисем те пурах вĕсем хушшинче. Пĕлесчĕ Сирĕн: мĕн тери хĕпĕртерĕç салтаксем... Япалинчен ытла пирĕнпе сăмах хушниех вăй кĕртрĕ пулĕ вĕсене. Пĕр-пĕрне хальччен курман салтаксем маншăн хамăн ывăлăмсем пекех туйăнчĕç. Çак туйăм капланчĕ чунăмра Курск госпитальне (унта эпĕ каялла таврăннă чух кĕрсе тухрăм) лексен те. Ман пулăшăвăм аманнă пĕр салтакăн асапне çăмăллатрĕ пулсан та, эпĕ _ телейлĕ.
_ Пысăк чĕреллĕ çын Эсир, Гелия Керимулловна. Калăр-ха, мĕн хистерĕ-ха Сире волонтерăн канăçсăр та яваплă ĕçне Хăвăр çине илме?
_ Пĕлетĕр-и, Зинаида Ивановна, эпĕ _ вилсе чĕрĕлнĕ çын. Больницăра йывăр выртнă чух манăн чĕре те ĕçлеме чарăннă _ тухтăрсем ăна ĕçлеттерсе янă. Медиксем эп чĕрĕлесси пирки шанман та. Эпĕ вара: «Ачамсен телейĕшĕн чĕрĕ юласчĕ, ура çине тăрсан йывăрлăхри-инкекри çынсене пулăшнă пулăттăм», _ тесе Аллахран çăмăллăх ыйтаттăм... Аллах ман сăмахсене илтрĕ. СВО участникĕсене пулăшассине, вĕсен амăшĕсемпе мăшăрĕсене тимлĕх уйăрассине пирвайхи тивĕçĕм вырăнне хуратăп.
_ Салтак амăшĕсемпе мăшăрĕсене Хĕрарăмсен уявĕпе тата Анне кунĕпе саламласа _ чĕрĕ чечек çыххипе парне парса _ тăтăшах савăнтаратăр, Гелия Керимулловна. Вĕсене сума суни те _ пархатарлă ĕç. Сирĕн, волонтерăн, сумлă ĕçне «çỹлтисем» те асăрхаççех ĕнтĕ.
_ Паллах. Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕ, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, Чăваш Республикин çар комиссариачĕ, Рязаньти Хĕрлĕ Çăлтăр орденлĕ 137-мĕш гварди парашютпа десант полкĕн командованийĕ манăн ĕçĕме Тав çырăвĕпе хакларĕç. Тĕрĕссипе, чун туртăмĕпе, чĕрем хушнипе тăватăп волонтер ĕç-хĕлне. Ятарлă çар операцийĕнче тăракансен хырăмĕ _ тутă, çи- пуçĕ _ питĕ, патриотизмĕ сỹнми пултăр, пуриншĕн те тăнăçлăх килтĕр _ çакă чи кирли... Ай, ман çула тухмалла вĕт (машинине хускатать). Чипер!
Зинаида Свеклова.