«Хамăр хỹтĕлевçĕсене пулăшмаллах!»

Ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшассине пирвайхи тивĕç вырăнне хуракан граждансем пирĕн хушăмăрта сахал мар. Акă Хайпăла ялĕнче пурăнакан Лидия Краснова ĕç ветеранĕ кĕске вăхăтрах 20 мăшăр çăм чăлха çыхса СВОна ăсатрĕ.

_ Эп çыхнă чăлхасем 10 салтак урине ăшăтсан та, манран телейлĕ çын пулас çук, _ тет 86-ри хĕрарăм. _ Хамăра хỹтĕлекенсене пирĕн пулăшмаллах.

Палтиел ялĕнче пурăнакан Галина Соболева _ 6 мăшăр нуски çыхса, Зоя Краснова темиçе ал шăлли туянса ентешсене Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи кунĕ тĕлне парне кỹчĕç. Ылтăн алăллă хĕрарăмăрсем маскировка сетки çыхнă çĕрте те хастарлăх кăтартрĕç.

Хамăн тỹпене пулас Çĕнтерỹшĕн хывас тесе, эпĕ те вăй çитнĕ таран маскировка сетки çыхнă çĕрте тăрăшрăм. Çавăн пекех «Салтаксене _ шоколад» акцие хутшăнтăм, хамăр ентешсем тăракан вырăнсене ăсатмашкăн гуманитари япалисем хатĕрлеме пулăшрăм. Фронтра тăван ял тата округ çамрăкĕсем, çав шутра эпĕ вĕрентнĕ выпускниксем, ницистсене хирĕç çапăçаççĕ. Тыл çирĕп пулсан, фронтри салтакăмăрсене те çăмăлрах пулĕ.

Роза Минеева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Палтиел ялĕ.



28 февраля 2025
11:14
Поделиться