Ыррине _ ырламалла, çитменлĕхсене те асăрхамалла

Шăмăршă ял территори уйрăмĕнче 2380 кил-хуçалăх шутланать. 2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне сакăр ялта (Шăмăршă, Çĕнĕ Шăмăршă, Энтĕрьел, Ирçе Тĕкки ялĕсем, Канаш, Баскак, Муллиная, Кучек паççулккисем) 3972 çын пурăнни курăнать. 2023-çулта 4048 çынна шута илнĕ пулнă. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн территори уйрăмĕнчи ялсем пушанса пыраççĕ.
Ял территори уйрăмĕн начальникĕ Андрей Удин отчетлă докладра илсе кăтартнă ытти цифра та тарăн шухăша ярать: 2024-çулта 23 ача çуралнă (2023- çулта _ 29 ача), тĕрлĕ сăлтавпа 72 çын (2023-çулта _ 40 çын) пурнăçран уйрăлса кайнă.
Паллах, 29 ача çеç çурални çав тери сахал: пыра-киле Шăмăршă вăтам шкулĕ- пе центрти «Аленушка», «Ромашка», «Сказка» садиксем пушанса юласси халăха хăратать.
2024-çулта ял территори уйрăмĕпе 6 туй (2023-çулта _ 19 туй) çеç кĕрленĕ, çав вăхăтрах 16 çемье (2023-çулта _ 13 çемье) арканнă.
Мĕн ĕлĕкрен Шăмăршă халăхĕ ĕç çуккипе аптăраман: промышленность комбинатĕнче, вăрман хуçалăхĕнче, апат-çимĕç комбинатĕнче, «Сельхозтехника» тата «Сельхозхимия» пĕрлешỹсенче, кирпĕч заводĕнче, райпора çĕршер çынтăрăшнă, «Шемуршинский» совхозра та çулталăкĕпех ĕç вĕренĕ. Паян вĕсенчен пĕри те ĕçлемест, хăш-пĕр предприятин никĕсĕ те тăрса юлман. Ăçта ĕçлемелле халăхăн, çамрăксен мĕнле пурăнмалла? Ирĕксĕрех хулана куçа-куçа каяççĕ, асаттесемпе аттесен çурчĕсем хупăнаççĕ. Юлашки çулсенче халăха ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес ыйтăва татса парассишĕн никамах та тăрăшмасть. Пуласлăх çине пỹрне витĕр çеç пăхсан демографи ăçтан лайăхлантăр-ха ĕнтĕ?
Юрать-ха, харсăр çынсем предприниматель ĕçне йĕркелеççĕ, фермер хуçалăхне аталантараççĕ. Ял территори уйрăмĕнче 104 уйрăм предпринимательпе 9 фермер хуçалăхĕ ĕçлет, 14 пĕчĕк предприяти шутланать. Суту- илĕвĕн 61 объекчĕ, обществăлла апатланăвăн 8 объекчĕ пур. 2025-çулта, халăх валли хулари пек илемлĕ кану вырăнĕ туса парас тĕллевпе, Шăмăршăри Совет урамне хăтлăх кĕртнĕ. Контрактпа 2967 пин тенкĕлĕх ĕç тума палăртнă. Кунти ĕçе 2025-çулта вĕçлеме шутлаççĕ, округ бюджетĕнче 7,6 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.
Иртнĕ çул ял территори уйрăмĕнче 4 пуçару проектне пурнăçланă. Энтĕрьелĕнчи ФАП территорине, Шăмăршăри Çĕнтерỹ паркне тирпей-илем кĕртнĕ, Энтĕрьелĕнчи Гагарин урамĕпе ял масарĕ патне пыракан çула, Шăмăршăри «Октябрь _ 50 çулта» урамри çула юсанă. 2025-çулта 8 проекта (25 701,679 пин тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртме палăртнă: Шăмăршă Культура керменĕнчи спорт залне, «Туслăх» спорт шкулĕнчи пушар сигнализацийĕн системине юсамалла, округ центрĕнчи И.С.Космовский палăкне, историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ Хырла хỹтĕлев чиккине (Карлинский вал) тирпей-илем кĕртмелле, ял хуçалăх ярмăркки ирт- терекен вырăна хулари пек илĕртỹллĕ тумалла, Ленин урамĕнче ача-пăча вылямалли площадка йĕркелемелле, Сад урамĕнчи тата Совхоз урамĕнчи çула юсамалла. Шăмăршăра çул тумаççĕ мар, киввине те юсаççĕ. 2024-çулта Çĕнĕ Шăмăршăри Шоссе урамне, Шăмăр- шăри К.Маркс урамĕн пĕр пайне асфальт сарнă, Ленин, Шоссе, К.Маркс, Западная урамсенчи, Энтĕрьелĕнчи Гагарин урамĕнчи çулăн пĕр пайне сапласа (ямочный ремонт) тухнă.
Ял территори уйрăмĕн начальникĕ Андрей Удин _ ĕçшĕн çунакан çын. Канмалли кунпа уяв кунĕсенче те вăл _ халăх хушшинче. Шел те, ĕçре çитменлĕх нумай чухне пĕр çын тăрăшни çеç сахал. Округ Пухăвĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертỹçисем, фермерсем ялсене тирпей-илем кỹрес, социаллă пурнăçпа культура объекчĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме май туса парас тĕлĕшпе Андрей Николаевича пулăшу парсан питĕ лайăх пулĕччĕ.
Пухура тухса калаçнисем çулсене хĕллехи вăхăтра юртан тасатса тăрас, ял урамĕсене тирпейлĕ тытас, ĕçмелли таса шыв проблемине татса парас ыйтусене те çĕклерĕç. Ял территори уйрăмĕн начальникĕпе округри тĕрлĕ ведомствăна ертсе пыракансем кашни ыйтăвах хуравлама тăрăшрĕç. Пуху ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин хутшăнчĕ, 2024-çулхи ĕçе критикăлла хак панипе пĕрлех, умра тăракан задачăсене те уçăмлатрĕ. Сергей Авенирович ял территори уйрăмĕнчи общество ĕçне хастар хутшăнакан хисеплĕ çынсене Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.