Михаил Федоров ячĕпе _ çар вăййи

Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунĕ умĕн Шăмăршă вăтам шкулĕнче кунтан вĕренсе тухнă, ятарлă çар операцийĕнче паттăрла çапăçса вилнĕ Мухтав орденĕн кавалерне Михаил Федорова асăнса юнармеецсен «Зарница» тарта «Орленок» çарпа патриотизм вăййи иртнĕ. Унта округри 7 шкул команди хутшăннă. Юнармеецсем стройпа утассипе, АК автомата сỹтсе пуçтарассипе, ГТО комплексне кĕрекен упражненисене пурнăçлассипе ăмăртнă, йĕлтĕр эстафетинче вăй виçнĕ.



28 февраля 2025
11:43
Поделиться