Çĕнтерỹçĕ салтака пуç тайрĕç

Çĕнтерỹçĕ салтака пуç тайрĕç

«...Коль живы мы, то будет Русь жива,

И будут жить в России наши дети,

Любовь к России, это не слова,

Мы той любовью все за Русь в ответе».

(Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи кунĕнче СВО участникĕ Николай Тихонов Шăмăршăри Раççей Геройĕ Олег Долгов палăкĕ умĕнче тухса каланă сăмахран)

ФЕВРАЛĔН 23-мĕшĕнче çанталăк сивĕ тăчĕ пулин те, ирпе 9 сехетре Шăмăршăри В.Н.Никифоров генерал ячĕллĕ паркра Раççей çарĕн запасри тата отставкăри салтакĕсемпе офицерĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Пухăннисем хушшинче пĕр полковникпа виçĕ подполковник, пĕр майор тата лейтенантсем, сержантсемпе рядовойсем пулни хамăрăн паттăр ентешсемпе мухтанма хистерĕ: акă камсенчен вĕренмелле çамрăк ăрăвăн Тăван çĕр-шыва чĕререн юратма!

Паркри çĕнĕлĕх тỹрех куçа курăнать: хамăрăн маттур ентешсем Юрий Быков, Леонид Гришняков тата Анатолий Сергеев тăрăшнипе, Раççей çарне халалланă баннер хатĕрлесе вырнаçтарнă. Танкистсем те, ракетчиксем те, çыхăнуçăсем те, моряксем те, артиллеристсем те _ ытти çарта службăра тăнисем те _ кунта килсе чечек çыххи хума пултараççĕ.

Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунне халалланă митингра тухса калаçнисем пурте Раççей çарĕн çĕнтерỹллĕ кун-çулне аса илчĕç, паянхи çамрăксене аслă ăрусен мухтавлă ĕçне малалла тăсма чĕнсе каларĕç.

Çак кунах ветерансемпе СВОран отпуска килнĕ округ çамрăкĕсем Шăмăршăра Граждан вăрçи паттăрĕ Иван Сергеевич Космовский, Совет Союзĕн Геройĕ Виталий Иванович Уруков, Раççей Геройĕ Олег Николаевич Долгов палăкĕсемпе Çĕнтерỹ паркĕнчи фронтран таврăнайманнисене тата тылра паттăрлăх кăтартнă ентешсене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Уявăн малалли пайĕ Васан ялĕнче пулчĕ: çар службинче паттăрла вилнĕ Владислав Митрофанов аслă лейтенанта асăнса хоккей турнирĕ ирттерчĕç. Çак ăмăртăва йĕркелесе ирттерессишĕн Владимир Урмаев, Юрий Старшов, Игорь Быков, Юрий Ильин, Ираида Ефимова, çавăн пекех ятарлă çар операцийĕн участникĕсем Николайпа Алексей Тихоновсем нумай тăрăшнă. Кубоксене хатĕрлеме Александр Сатаров пысăк пулăшу панă. Хĕрỹ ăмăртăва Васанпа Ярăслав, Чукал ялĕсенчи тата Патăрьел округĕнчи «Первомайская» команда хутшăнчĕç. Куçса çỹрекен Кубок патăрьелсене тивĕçрĕ.

Архиповсемпе Митрофановсен çемйисем хăйсен çывăх çынни, Раççей çарĕн аслă лейтенанчĕ Владислав Митрофанов ячĕпе асăну турнирĕ ирттерме хутшăннă кашни çынна чĕререн тав тăваççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



28 февраля 2025
11:12
Поделиться