Нумай пурăнăр, Михаил Иванович!

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин Çĕнĕ Чукалти граждансен пухăвĕнче çак ял çыннине, тыл ветеранне Михаил Иванович Сарандаева «1941-1945- çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул» юбилей медальне пачĕ.

Михаил Иванович вăрçă çулĕсенче колхозра чунтан тăрăшса ĕçленĕ, мĕн пур хĕн-асапа тỹссе ирттернĕ. Вăрçă хыççăн та _ тивĕçлĕ канăва ка- йичченех _ колхоз производствинче вăй хунă. _ Нумай пурăнăр, Михаил Иванович! Эпир Сирĕнпе мухтанатпăр, Тăван çĕр-шыва чĕререн юратма Сирĕнтен ырă тĕслĕх илетпĕр, _ çапла ăшă сăмах каласа чысларĕ ветерана Сергей Авенирович.

В.СИМУРЗИН.



28 февраля 2025
10:41
Поделиться