Олег Николаев: «Шăмăршăсен малашлăх пур»

РЕСПУБЛИКĂРА кашни округрах Правительство кунне ирттереççĕ. Ытларикун _ февралĕн 25-мĕшĕнче _ черетлĕ Правительство кунĕ Шăмăршă муниципалитет округĕнче пулчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Министрсен Кабинечĕн членĕсем округăн 2020-2024-çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкерчĕç, умри пилĕк çуллăх тĕллевĕсене палăртрĕç.
«Çĕр ĕçĕнчен пуçлар -ха »
РЕГИОН ертỹçи Олег Николаев ирттерекен Правительство кунĕ пуçланиччен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ _ Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов администрацин пысăк залне Шăмăршă округĕнчи аграрисене пуçтарчĕ.
_ Çăкăртан асли çук, çавăнпа та ĕçлĕ куна çĕр çыннисемпе калаçнинчен пуçланишĕн çылăх пулмĕ, _ ăшшăн кулса пурне те сывлăх сунчĕ Сергей Геннадьевич.
_ Чăваш Республикин пилĕк çул каялла Атăл çи федераци округĕнче нумай кăтартупа _ энергипе тивĕçтерессипе, технологипе тата ыттипе _ юлса пыракансен шутĕнчеччĕ, _ терĕ Сергей Артамонов. _ Хамăра хамăр чăх çăмартипе, тырăпа, аш-какайпа çителĕклĕ чухлĕ тивĕçтерейместĕмĕр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулăшса пынипе, патшалăх пулăшăвĕ килсех тăнипе эпир халĕ 100 гектар çĕр пуçне ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе Атăл çи федераци округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнатпăр, _ палăртрĕ вице-премьер. _ Çак ỹсĕмре Шăмăршă муниципалитет округĕнчи фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен тỹпи те пур.
Сергей Геннадьевич фермерсен çĕр пулăхне ỹстересси çине уйрăмах тимлĕ пăхмаллине хытарсах каларĕ. Пирĕн _ çĕр сахал, мĕн пуррипе тухăçлă усă курмалла. Тырăпа çĕр улмисĕр пуçне, пысăк тупăш паракан ытти культурăна та çитĕнтерме тăрăшмалла.
Килти хушма хуçалăхсене пулăшасси те малти вырăнта тăмалла. Ялта ĕне выльăх шучĕ ỹссех пырсан республикăра сĕт-çу ыйтăвĕ çивĕч тăмĕ, укçа-тенкĕ те чылай кĕрĕ.
Ĕçлĕ канашлу вĕçленсе пынă май, округри чи маттур аграрисене Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе чысларĕç.
Округ мĕнле аталанать?
_ ШĂМĂРШĂСЕН малалла аталанма майсем çителĕклĕ, _ терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство кунне уçнă май. _ Инвестици проекчĕсем кĕске хушăра пурнăçланччăр тесе округ ертỹлĕхĕпе малалла та тачă çыхăнса ĕçлĕпĕр, инвесторсене явăçтарма хушма майсем шырăпăр. Паллах ĕнтĕ, вырăнта та çанăсене тавăрса ĕçлемелле. Паян патшалăх пулăшăвĕ çине çеç шанса пурăнма юрамасть, укçа-тенке ĕçлесе тумалла.
Шăпах вырăнти ĕç-пуçпа тĕплĕнрех паллашас тесех ĕнтĕ, Олег Николаев Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхне Сергей Галкина сăмах пачĕ.
Сергей Авенирович муниципалитет округĕн 2020-2024-çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен каланă чух цифрăсемпе анлăн усă курчĕ. Сăмахран, 2020-2024-çулсенче муниципалитет округĕнче 636,6 миллион тенкĕлĕх 35 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Çав шутпа 2024-çулта _ 112,3 миллион тенкĕлĕх 6 проекта. 2020-2024-çулсенче 130 вырăнлă çĕнĕ сĕт-çу ферми хута янă, 4 пăру витине, 2 ĕне витине тата тырă упрамалли 9 ангара реконструкцилесе модернизациленĕ. Юлашки пилĕк çул хушшинче «Агростартап» программăпа 8 хресчен (фермер) хуçалăхĕ _ патшалăхран27 миллион тенкĕ, «Çемье ферми» программăпа 4 хресчен (фермер)хуçалăхĕ _ 54 миллион тенкĕ, «Перспектива» программăпа 3 хресчен (фермер) хуçалăхĕ 24,1 миллион тенкĕ пулăшу илнĕ. Округра ял хуçалăх техники çĕнелсех пырать. Юлашки пилĕк çулта фермерсем 265 миллион тенкĕ ытлалăх çĕнĕ техникăпа оборудовани туяннă.
2020-çултанпа ял территорийĕсенче 135 пуçару проектне _ пурĕ 142 миллион тенкĕлĕх _ пурнăçа кĕртнĕ. 2025-çулта 74,5 миллион тенкĕлĕх 31 пуçару проектне пурнăçлама палăртнă.
«Транспорт системине аталантарасси» муниципа- литет программипе 2020-2024-çулсенче вырăнти пĕлтерĕшлĕ çула юсама 107,5 миллион тенкĕпе усă курнă, пурĕ 26,4 километр, çав шутра ял урамĕсенчи 8,1 километр çула, çĕнетнĕ. Çулсене тытса тăма 64,2 миллион тенкĕ тăкакланă, нумай хваттерлĕ çуртсен 5 картишĕн территорине юсаса тухнă.
2025-çулта çак программăпа пурĕ 24,9 миллион тенкĕлĕх 3,7 километр çула юсамалла, çулсене тытса тăма 21,9 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Иртнĕ пилĕк çул хушшинче Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнче унччен авариллĕ шутланнă 3 çуртра пурăнакансене çĕнĕ хваттерпе тивĕçтернĕ. 2020-2024-çулсенче тăлăх тата ашшĕпе амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă ачасене 17,5 миллион тенкĕлĕх 17 хваттер туянса панă, нумай ачаллă 4 çемьене пурăнмалли усло- висене лайăхлатма пулăшнă.
«Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программăпа 14 çын пурнăç условийĕсене лайăхлатнă, вĕсене 12,7 миллион тенкĕ парса пулăшнă. Çавăн пекех 19 çамрăк çемьене пурăнмалли çурт-йĕр туянма 15,2 миллион тенкĕ пулăшу панă ( 2024-çулта _ 5 çамрăк çемьене _ 3,9 миллион тенкĕлĕх). 2025-çулта пурăнмалли çурт-йĕр программине пурнăçлама 26,2 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Республикăн капиталлă юсав программипе юлашки 5 çул хушшинче Шăмăршăри нумай хваттерлĕ 4 çурта юсанă, çак ĕç валли 9,4 миллион тенкĕ тăкакланă.
«Хула евĕр илем кỹрессине йĕркелесси» («Формирование современной городской среды») программăпа 2020-2024-çулсенче Шăмăршăри Совет урамне тирпей-илем кỹнĕ, 14,3 миллион тенкĕ укçапа усă курнă. Çак проект 2025-çулта вĕçленмелле, ун валли округ бюджетĕнче тата 7,6 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Юлашки 5 çул хушшинче муниципалитет округĕнче ача-пăча тата спорт площадкисем тума 23,6 миллион тенкĕлĕх 11 проекта ĕçе кĕртнĕ.
2024-çулта Шăмăршăри тĕп больница, шкул тата «Сказка» ача сачĕн çурчĕсене хутса ăшăтма блокпа модуль котельнăйне хута янă, ун валли Чăваш Республики резерв фондĕнчен 109 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрса панă.
Юлашки 5 çул хушшинче округра 21 шыв башнине тĕпрен юсанă, çак ĕçе тума 20,9 миллион тенкĕ укçапа усă курнă. Йăлари хытă каяшсене тирпейлеме, 2020-2025-çулсенче 2,6 миллион тенкĕлĕх 251 евроконтейнер туянса вырнаçтарнă.
2020-2024-çулсенче округри икĕ вĕрентỹ учрежденине тĕпрен юсанă (87,8 миллион тенкĕлĕх), виçĕ шкул территорине тирпей-илем кỹнĕ (22,6 миллион тенкĕлĕх). Çавăн пекех шкулчченхи виçĕ учреждение тĕпрен юсаса тухнă (17,1 миллион тенкĕлĕх). Кашни шкултах спорт залĕсене юсаса çĕнетнĕ. Юлашки 5 çул хушшинче округра 34,6 миллион тенкĕлĕх ултă ФАП, 21,18 миллион тенкĕлĕх тухтăр амбулаторийĕ туса хута янă, вĕсене 6,1 миллион тенкĕлĕх оборудованипе тивĕçтернĕ. Сывлăх учрежденийĕсене 6,6 миллион тенкĕлĕх сакăр автомобиль уйăрса панă.
«Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе 2025-çулта Палтиелĕнче _ тухтăр амбу- латорийĕ тума (22,85 миллион тенкĕлĕх), Пăчăрлă Пашьелĕнчи тухтăр амбулато- рине тĕпрен юсама (3,2 миллион тенкĕлĕх) палăртнă.
2024-çулта Анат Чаткасри Культура çуртне тĕпрен юсанă (3,3 миллион тенкĕлĕх), Шăмăршăри тĕп библиотекăна çĕнетнĕ (10 миллион тенкĕлĕх). 2025-çул- та _ «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» АУ çумĕнче кинозал уçма, 2026-çулта Пăчăрлă Пашьел библиотекине модернизацилеме палăртнă.
Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программинче 2025-2030-çулсенче Шăмăршă муниципалитет округĕнче 2,5 миллиард тенкĕлĕх 87 инфраструктура проектне ĕçе кĕртме йышăннă. «Строительство тата ЖКХ» отрасльте _ 27, «Культура» отрасльте _ 9, «Вĕрентỹ» отрасльте _ 8, «Сывлăх сыхлавĕ» отрасльте _ 5, «Физкультурăпа спорт» отрасльте _ 5, «Транспорт комплексĕ тата çул-йĕр хуçалăхĕ» отрасльте _ 24, «Туризм» отрасльте _ 24, «Пурнăç хăрушсăрлăхĕшĕн» отрасльте 6 проекта пурнăçа кĕртмелле.
Шупашкарсем мĕнле шутлаççĕ?
_ ИНТЕГРАЛ рейтингĕнче 11,4 пин çын пурăнакан Шăмăршă муниципалитет округĕ вун саккăрмĕш вырăн йышăнать, _ палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Алексеев. _ Округ юлашки пилĕк çул хушшинче начар мар аталаннă, çакна ял çыннсен пурнăçĕ лайăхланса пыни те çирĕплетет. Паян манпа нумай ачаллă амăшĕсем тĕл пулчĕç, округра ача сачĕсем, шкулсем çĕнелсе илемленнĕшĕн, çĕнĕ котельнăйсем ỹссе ларнишĕн тав сăмахĕ каларĕç.
Çитĕнỹ пур, анчах çакăнпа лăпланса лармалла мар. Республикăн кăнтăр енче вырнаçнă май, сирĕн хăмла ĕрчетессине йĕркелесе ямалла, ытти тупăшлă культурăсене те анлă çул памалла. «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн туризм ĕçне вăйлатассишĕн тăрăшмалла.
Олег Николаев округ администрацине кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен, Чăваш Республикин Комплекслă программипе килĕшỹллĕн, 2025-2030-çулсем валли территори аталанăвĕн стратегине туса хатĕрлеме хушрĕ. Майăн 1-мĕшĕччен коммуналлă хытă каяшсене уйăрса тирпейлемелли реестр йĕркелемелле. Çулталăк вĕçлениччен 2,4 пин тăваткал метртан кая мар пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалла, 3 пин тăваткал метртан кая мар йышăнакан нумай хваттерлĕ икĕ çурта тĕпрен юсамалла, 3,6 километртан кая мар автомобиль çулне тĕпрен юсаса тухмалла. 2025-2030-çулсенче республикăн управлени командипе муниципалитет умĕнче тăракан задачăсемпе Михаил Ноздряков, Дмитрий Краснов, Сергей Артамонов, Максим Иванов, Владимир Степанов вице-премьерсем, Культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Татьяна Казакова паллаштарчĕç. «Пирĕн тĕллев: çынсен Шăмăршă округĕнче пурăнасси килтĕр. Умра пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев нумай. Вĕсем пурте тăван тăрăха хăтлăрах та илĕртỹллĕрех тăвас тенипе çыхăннă. Пĕрлехи вăйпа палăртнă тĕллевсене пурнăçласса шанса тăратăп», _ терĕ Правительство кунне пĕтĕмлетсе Олег Николаев.
Яланхи пекех, республика Пуçлăхне ыйтусем те пачĕç. Олег Николаев ĕçмелли таса шыв ыйтăвне кăçал татса пама май пурри, çав вăхăтрах вырăнта çине тăрса ĕçлемелли çинчен каларĕ.
Фермерсене ял хуçалăх техники тата выльăх-чĕрлĕх туянма пулăшакан патшалăх программи те малалла ĕçлет. Олег Николаев ялта çамрăк кадрсене çирĕплетсе хăварас ыйтăва та туллин хуравларĕ. Шăмăршăра çамрăксене патриотизмла воспитани парас тĕллевпе çар хĕç-пăшалĕн монументне вырнаçтарма сĕннине те ырларĕ, ку тĕлĕшпе проект туса хатĕрлеме сĕнỹ пачĕ.
Округ вăтам ĕç укçи кăтартăвĕпе республикăра кайри вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Ял хуçалăхĕнчи шалу вăтам кăтартуран та пĕчĕкрех. Ку енĕпе ĕçлемелле. Республика Пуçлăхĕ ĕçре тата общество пурнăçĕнче пур енчен те ырă тĕслĕх кăтартакан тивĕçлĕ çынсене _ район больницин врачне Анна Любимовăна тата Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн вĕрентекенне Галина Тимофеевăна _ Тав çырăвĕпе чысланине залра ларакансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Ив.САЛАНДАЕВ.