Паттăра чысласа _ Асăну хăми
ФЕВРАЛĔН 21-мĕшĕнче Çĕнĕ Чукалта çак ялта çуралса ỹснĕ, ятарлă çар операцийĕнче паттăрла çапăçса вилнĕ Сергей Сарандаевăн тăван çурчĕ çине Асăну хăми çапрĕç.
Асăну хăмине хумхануллă лару-тăрура уçма ял-йыш, Сергейăн юлташĕсем, Чăваш Республикинчи «Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисем» фондпа 104-мĕш сывлăшпа десант дивизийĕн 31-мĕш бригадин представителĕсем хутшăнчĕç. Сергей Львовича хисеп туса пĕр минут шăп тăнă хыççăн Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Шăмăршă вăтам шкулĕнче кунта вĕреннĕ, ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Александр Галкина асăнса патриотизмла юрăсен «Тăван çĕр-шыв мухтавĕшĕн» фестивалĕ иртнĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.