Пĕрлĕх хăватне кăтартар!
Пирĕн Раççей çарĕсем нацистсене пур фронтра та хĕссе пынăçемĕн тылран ытларах та ытларах пулăшу кирлĕ. Çакна мала хурса «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ- Шăмăршă» пуçару ушкăнĕ çине тăрсах фронтри заказсемпе ĕçлет. Маскировка сетки, апат-çимĕç, медикамент, строительство хатĕрĕсем... Тем те кирлĕ Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисене. Округ çыннисен пĕрлехи вăйĕпе, кирлĕ япаласене пухса-туянса е отпуска килекенсенчен парса яратпăр, е волонтерсем вĕсене вырăна çитереççĕ.
Халĕ, ентешĕмĕр (позывной _ Татарин) ыйтнипе, блиндаж тумалли строительство материалĕ тата ĕç хатĕрĕсем пухас ĕç анлă сарăлчĕ. Çак япаласене васкавлăн пухса ăсатмалла: OSB листасем, бензопиласем, шуруповертсем, циркуляркăсем, мăлатуксем, пăтасем, саморезсем, болгаркăсем, хăмасем, бруссем, тимĕр пичĕкесем, кубсем (шыв валли), дизельпе ĕçлекен автономлă отопительсем, дизельпе ĕçлекен генераторсем, пралуксем (2х1,5; 2,5), маскировка сеткисем. Çавăн пекех çапăçу хирĕнчи аманнă салтаксем патне шыв илсе çитермешкĕн 0,5 литрлă пластик савăтсем, скотчсем, «хăмпăллă» (пупырчатая упаковочная ) плен- кăсем питĕ кирлĕ. Шывлă пластик савăтсене скотчпа дронсем çине çирĕплетеççĕ, дронсем вара аманнисем патне вĕçеççĕ. Округри граждансене çак пархатарлă ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр. Пирĕнпе çыхăнмалли телефонсем: 8 951 998 55 89, 8 927 860 92 93.
М.Васильева, «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ-Шăмăршă» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.