«Çĕр-шыва юрăхлă çын пултăр!»

«Çĕр-шыва юрăхлă çын пултăр!»

Çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» килни кирек камшăн та _ савăнăç. Пепкен ашшĕ-амăшĕпе çывăх çыннисемшĕн ку пулăм _ калама çук пысăк телей.

Акă Карапай Шăмăршăри Наталийăпа (Чăваш патшалăх аграри университечĕн 3-курс студентки) Валерий (уйрăм предприниматель) Про- хоровсен кăçалхи февралĕн 5-мĕшĕнче арçын ача çуралчĕ. Ывăлне савса- юратса «Арслан» ят хучĕç. Чăвашла янăракан ят, авалхи тĕрĕк чĕлхинченкĕнĕскер, вăйлă та патвар (арăслан пекех!) иккенне пĕлтерет. Арслан çуралнишĕн унăн иккĕри Арина аппăшĕ (вăл ялти «Василек» ача садне çỹрет), пĕрле пурăнакан аслашшĕпе асламăшĕ, ялтах тымар янă кукашшĕпе кукамăшĕ питĕ хĕпĕртеççĕ.

Иртнĕ эрнекун, Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи кунĕ умĕн, округ администрацийĕн ЗАГС пайĕнче Арслан Валерьевич Прохоров кун çути курнине чаплă лару-тăрура чысларĕç. ЗАГС пайĕн начальникĕ Татьяна Матвеева кунта килнисене чăн-чăн уяв туса пачĕ. Уява Шăмăршăри «Сказка» ача сачĕн шăпăрланĕсем хăйсен юрри-ташшипе чĕрĕлĕх кỹчĕç.

Программăна ытарайми чăваш чĕлхипе ертсе пычĕ Татьяна Петровна. Кунта пухăннисем, несĕлсен йăлипе, çăкăрпа чăкăт тутанчĕç. Паллах, «çĕнĕ кайăка», «ылтăн» тупнă ашшĕ-амăшне ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова Прохоровсене салам çырăвĕ вуласа пачĕ, чечек çыххипе асăнмалăх парне тыттарнă май çапла каларĕ: _ Ача çуратса-пăхса ỹстересси _ çăмăл мар. Сире ывăлăра пăхса çитĕнтерме, унран чăн-чăн гражданин тума сывлăх, çирĕплĕх, ăнăçу сунатăп. Арслан сирĕншĕн мăнаçлăх пултăр!

_ Арслан ятне гражданла тăрăмăн кăçалхи кĕнекинче 5 №-пе çырчĕç. Çураласса та 5-мĕш числора çуралчĕ мăнукăмăр, _ терĕ парне панă май кукамăшĕ _ Алевтина Геннадьевна Шомполова. _ Шанатпăр: Арслан вĕренме те, ĕçлеме те, пурăнма та «5»-лĕх пултарĕ. Сывлăхĕ пултăр! Арçын ачан асламăшĕ _ Ирина Сергеевна Прохорова _ чун-чĕрине шăнăçайми савăнăçпа çапла пĕлтерчĕ: _ Арсланăмăр _ Прохоровсен йăхне тăсаканĕ; никĕсе тытса пытăр тесе те ĕмĕтленетпĕр. Çĕр-шывăмăра юрăхлă пултăр тата. Эпир _ аслисем _ ачамăрсене мăнукăмăрсенчен чăн-чăн çын çитĕнтерме вăй çитнĕ таран пулăшăпăр.

Акă ЗАГС начальникĕ çамрăк ашшĕ-амăшне Арсланăн Çурални çинчен çирĕплетекен свидетельствине парать. Нихçан манăçми пулăм! Çывăх çыннисем Раççейĕн çĕнĕ гражданинĕпе сăн ỹкерĕнни те кун- çулăн историне яланлăхах кĕрсе юлĕ. Эпир те Арслана çирĕпрен те çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Вăл _ çемье тĕрекĕ, Çĕр-шывăн шанчăклă хỹтĕлевçи пуласса пĕртте иккĕленместпĕр.

Зинаида Свеклова.



28 февраля 2025
10:32
Поделиться