Салтаксен хăрушсăрлăхĕшĕн

Салтаксен хăрушсăрлăхĕшĕн

Фронтри салтаксен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн чи малтанах подразделени командирĕ яваплă. Пирĕн ентеш _ подразделени командирĕ (позывнойĕ _ Гордей) _ çак тĕллевпе тата çапăçусенчи хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнас шутпа Шăмăршă округĕнчи «Веçех _ фронт валли, веçех _ Çĕнтерỹшĕн» пуçару ушкăнĕпе çыхăннă. Вăл маскировка сетки, тепловизортан хỹтĕленмелли плащ палаткăпа утиял хатĕрлесе пама ыйтнă.

Валентина Еремеевăпа Галина Веденеева ертсе пыракан пуçару ушкăнĕ кĕске вăхăтрах (январĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 19-мĕшĕччен) пысăк ĕç турĕç: 30 маскировка сетки çыхрĕç, тепловизортан хỹтĕленмелли 40 плащ палатка тата 33 утиял çĕлерĕç. Вĕсене тата апат-çимĕçе Елчĕке _ гуманитари пунктне _ леçнĕ. Унтан вĕсене пĕрлехи грузпа СВОна ăсатнă.

Шăмăршăсен гуманитари япалисем фронтри салтаксемшĕн питех те вырăнлă пуласси куç кĕрет. 20 ытла хĕрарăм патриота пĕрлештерекен пуçару ушкăнне _ чыс та мухтав!

Е.Сетриванов, Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен Канашĕн тата Пограничниксен пĕрлĕхĕн ертỹçи.



28 февраля 2025
11:24
Поделиться