«Сан çинчен юрлатăп, Тăван çĕр-шывăм»

«Сан çинчен юрлатăп, Тăван çĕр-шывăм»

Çак ятпа Шăмăршăри Культура керменĕнче Раççей Геройне Олег Долгова асăнса тата Раççейри _ Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалласа йĕркеленĕ округ шайĕнчи патриотизмла юрă фестиваль- конкурсĕн гала-концерчĕ иртрĕ.

Ун тĕллевĕ: патриотизм туйăмне аталантарасси, патриотизмла юрăсем урлă истори астăвăмне упраса хăварасси.

Концерта зонăсенчи уйрăм номинацисен çĕнтерỹçисем хутшăнчĕç. Вĕсем пурте çĕнтерỹçĕ Дипломне тивĕçрĕç.

Ун программи пуян та хăйне евĕрлĕ пулчĕ.

«Автор юрри» номинацире _ Алена Лукианова (Анат Чаткас) ялĕн тĕп Культура çурчĕ), «Соло» номинацире _ Петр Мандрюков (Кивĕ Чукал), Кристина Уразаева (Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕ), Алексей Ефимов (Анат Чаткас), Зинаида Медведева (Карапай Шăмăршă ялĕн тĕп Культура çурчĕ), «Дуэт» номинацире _ Артемпа Андрей Ильмухинсем (Кивĕ Чукал тĕп шкулĕ), Верăпа Лидия Артамоновăсем (Палтиел ялĕн тĕп Культура çурчĕ), Виктория Емельяновăпа Екатерина Чашкина (Шăмăршăри «Аленушка» ача сачĕ), «Трио» номинацире _ Кивĕ Чукал ялĕн тĕп Культура çурчĕ, «Квартет» номинацире _ Карапай Шăмăршă ялĕн тĕп Культура çурчĕ, «Ансамбль» номинацире _ «Улыбка» (Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕ), Шăмăршăри «Сказка», «Ромашка» ача сачĕсем, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн арçын ачасен тата хĕрачасен ансамблĕсем, Пăчăрлă Пашьел, Палтиел («Çăл куç»), Карапай Шăмăршă (акапелла), Анат Чаткас («Шурăмпуç»), Кивĕ Чукал (арçынсен) ялĕсенчен килнĕ ансамбльсем, «Хор» номинацире Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел, Васан шкулĕсен хорĕсем пысăк ăсталăхпа палăрчĕç. Уява районти Культура керменĕ çумĕнчи «Фламинго» ташă ансамблĕ (ертỹçи _ Валентина Кузьмина) илем кỹчĕ.

Татьяна Давыдова, районти централизациленĕ клубсен системин методика пайĕн заведующийĕ.



28 февраля 2025
11:40
Поделиться