Шăмăршă ачисем Сочие кайĕç

Шăмăршă ачисем Сочие кайĕç

Пĕтĕм Раççейри «Шахмат уйĕ» ăмăртăвăн регионти тапхăрĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен П.Гладков, И.Ильина, С.Паймин тата Ф.Кириллов пысăк ăсталăх кăтартнă. Пирĕн команда ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă. Шăмăршă ачисем Сочи хулинчи Сириус вĕренỹ центрĕнче Чăваш Республикин чысне хỹтĕлĕç.



28 февраля 2025
11:50
Поделиться