Шăмăршăсен чысне Сергей Гордеев хỹтĕленĕ

ФЕВРАЛĔН 21-мĕшĕнче Çĕрпỹ округĕнче республикăри XI- ялти спорт вăййисен иккĕмĕш финал тапхăрĕ иртнĕ. Унта кашни округра чи лайăх механизаторсем хутшăннă. МТЗ-82 тракторпа ятарласа хатĕрленĕ трасса çинче пысăк ăсталăх кăтартса ăмăртнă. Шăмăршă округĕн чысне Сергей Гордеев хỹтĕленĕ. Сергей Валентинович трактора хăвăрт çỹретессипе республикăри чи лайăх 12 механизатор йышне кĕнĕ.



28 февраля 2025
11:42
Поделиться