Шупашкарта _ ентеш выставки
Февралĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти Ỹнер (художество) музейĕнче пирĕн ентешĕн, Васан ялĕнче çуралса ỹснĕ Станислав Ефграфов художникăн пултарулăх выставки уçăлать. Станислав Ефграфов _ художник-монументалист, Раççей Художниксен союзĕн членĕ. Унăн ĕçĕсене Мускаври, Санкт-Петербургри, Лондонри тата Амстердамри выставка залĕсенче кăтартнă.