Тыл ветеранне _ юбилей медалĕ

САХАЛЛĂН юлчĕç вĕсем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин хĕн-асапне ялта чăтăмлăн тỹссе ирттернĕ паттăр çынсем. Çавăнпа та пирĕншĕн паян кашни чĕрĕ ветеран хаклă, вĕсен аса илĕвĕ çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани пама пулăшать.

Иртнĕ эрнере Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин Кивĕ Чукалти Ефим Алексеевич Ильин тыл ветеранне «1941-1945-çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул» юбилей медалĕ пачĕ. Çак савăнăçлă мероприятие Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Чамеев та хутшăнчĕ. _ Пире манманшăн, чыс-хисеп тунăшăн Тăван çĕр-шыва, республикăпа округа тата ял территори уйрăмне ертсе пыракансене чĕререн тав тăватăп, _ терĕ чунтан хумханнă ветеран.

Е.ЖОЛОБОВА.



28 февраля 2025
10:41
Поделиться