Выльăх усратăн _ кĕреке те тулли

ЯЛТА пурăнакан сывлăхлă çын мĕнле те пулин выльăх усрама тăрăшатех. Ватăраххисем те _ пенси укçипе саплаштарса пурăнакансем _ чăх-чĕп, хур-кăвакал, пĕр-икĕ пуç сысна, качака е сурăх тытаççĕ. Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Чамеев хăйĕн отчетлă докладĕнче халăх 213 пуç _ мăйракаллă шултра выльăх, 170 пуç _ сысна, 213 пуç _ сурăх, 2000 штук ытла чăх-чĕп тата хур-кăвакал усрани çинчен пĕлтерчĕ.

Кивĕ Чукал _ мăйракаллă шултра выльăх йышне çулсерен ỹстерсе пыракан ял. Шăмăршă муниципалитет округĕнче урăх ун пекки çук. Акă 2003-çулта ял çыннисем 157 пуç ĕнепе вăкăр тытнă пулсан, иртнĕ çул йыша тата 56 пуç ỹстернĕ. Сурăхпа качака йышĕ те 95 пуç нумайланнă. Çав вăхăтрах Кивĕ Чукалта лаша кураймăн: çак ĕç выльăхне кунта тахçанах мотоблок улăштарнă.

2024-çулта килти хуçалăхсем 91,5 тонна _ аш-какай, 585,4 тонна сĕт туса илнĕ. Çулталăк тăрăшшĕпе харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ 7 çын патшалăхран субсиди илме пултарнă: 69,3 пин тенкĕ _ сăвăнакан ĕне туянма, 30 пин тенкĕ _ ĕнесене тăрантарса усрама, 50 пин тенкĕ _ ăратлă сурăх илме, 4,725 пин тенкĕ _ ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме, 854,8 пин тенкĕ ял хуçалăх техники туянма.

Ял территори уйрăмĕнчи икĕ ялта (виçĕ кил-хуçалăхлă Шамккай ялне шута илсен) 526 çын пурăнать. 2024-çулта икĕ ача çуралнă, тĕрлĕ сăлтавпа пилĕк çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Çулталăкра икĕ туй кĕрленĕ, икĕ çемье уйрăлнă.

Иртнĕ çул пуçару бюджечĕпе 3 проекта пурнăçланă, çак пысăк ĕçе тума 2800,073 пин тенкĕпе усă курнă. Халăх кăмăлне шута илсе, Кивĕ Чукал масарне тирпей- илем кĕртнĕ, Комсомол урамĕнчи çăл куçа тасатса çĕнĕ пурнăç панă, Ленин тата Совет урамĕсенчи çула юсанă.

2025-çулта 4185,917 пин тенкĕлĕх 4 проекта пурнăçа кĕртме йышăннă. Вĕсем çаксем: Кивĕ Чукал ялĕнче видеокамерăсем вырнаçтармалла, пушара хирĕç кĕрешмелли емкоç лартмалла, çỹп-çап тăкмалли контейнер площадки хатĕрлемелле, Культура çуртне юсаса илем кỹмелле. 2024-çулта Партизан урамĕнчи 280 метр тăрăшшĕ çула юсама май килнĕ пулсан, кăçал юсав ĕçне малалла тăсасшăн.

Очетлă пуху ĕçне муниципалитет округ пуçлăхĕ Сергей Галкин хутшăнчĕ, иртнĕ çулхи ĕçе хак панипе пĕрлех, умра тăракан тĕллевсене те уçăмлатрĕ.

Çавăн пекех пухура округри тĕрлĕ ведомствăна ертсе пыракан яваплă çынсем халăха хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

С.ИВАНОВ.



28 февраля 2025
10:40
Поделиться