«Ятарлă çар операцийĕ пынă чух пирĕн нихçанхинчен те хастар пулмалла...»
Çакна çирĕплетсех каларĕ Евгений Укин, Пăчăрлă Пашьел ял территори уйрăмĕн начальникĕ, граждансен отчетлă пухăвĕнче. Çапла, пуху политика тĕлĕшпе çыхăннă çăмăл мар лару-тăру вăхăчĕпе тỹр килчĕ.
Ял территори уйрăмĕнчен 22 çын СВОна кайнă, вĕсенчен 7-шĕ паттăрла пуçне хунă, пĕри хыпарсăр çухалнă. Халĕ Пăчăрлă Пашьелпе Асанкассин 14 çамрăкĕ нацизма хирĕç кĕрешет. Мир салтакĕсене кашнинех асра тытмалла. Ентешсем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлес-ăсатас енĕпе Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн ачисемпе ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, бюджет сферисен ĕçченĕсем, уйрăм предпринимательсемпе фермерсем, волонтерсем курăмлă ĕç тăваççĕ. Вĕсене Евгений Сергеевич чĕререн тав турĕ.
Ял территори уйрăмĕн 2024-çулхи социаллă-экономика аталанăвĕ мĕнлерех пулнă-ха? Çакăн пирки Евгений Укин хăйĕн отчетĕнче тĕплĕ çутатрĕ. 2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Пăчăрлă Пашьелĕнче _ 251, Асанкассинче 183 кил-хуçалăх шутланать. Çак тапхăр тĕлне 1210 çын пурăннине шута илнĕ. 2024- çулта 2 (2023 ç. _ 1) пепке çут тĕнчене килнĕ пулсан, 19 (2023 ç. _ 28) çын пурнăçран уйрăлнă. Пурăнаслăх шай (естественная убыль) чакнă _ 18 çын. Пĕлтĕр те, виçĕм çулхи пекех, 2 çемье чăмăртаннă, çемье арканнă тĕслĕх пулман (2023 ç. _ 2). Кăçалхи февралĕн 14-мĕшĕ тĕлне харпăрлăх правине регистрациленĕ, куçман 257 объекта тата вĕсен хуçисене шута илнĕ. Тата 23 объекта шута илмелли юлнă, çав шутра _12 çĕр лаптăкĕ тата капитальнăй строительствăн 11 объекчĕ.
2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял территори уйрăмĕнче нумай ачаллă 18 çемье шутланать. Вĕсенчен иккĕшне çĕре харпăрлăха тỹлевсĕр илмешкĕн регистрациленĕ. Отчетлă тапхăрта Надежда Хайретдинова çемйи çĕр лаптăкне илмелли сертификатпа (250 пинлĕх) усă курнă.Ял территори малашлăхĕ _ Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче (138 вĕренекен), шкулчченхи хатĕрленỹ класĕнче (11 воспитанник), шкул çумĕнчи ача садĕнче (13 ача). Питĕ шел, ача садне ямалли черете кăçал никам та тăман. Шухăшлаттарать...
Пурăнмалли условисене çăмăллатмашкăн ялсенче тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттернĕ. Вĕсем: Пăчăрлă Пашьелĕнче _ 10 км (7700 метр тăршшĕне _ асфальтланă), Асанкассинче 7 км (5100 метр тăршшĕне асфальтланă, 1700 метр тăршшĕне вак чул сарнă) çула юсани; вăтам шкул территорине хăтлăх кĕртни (7 млн тенкĕлĕх); шкулăн хоккей площадкине тата вăйă площадкине хăтлăлатни; Киров урамне (Асанкасси) çутăпа тивĕçтерессине татса пани; хытă каяша илсе тухассине йĕркелесе яни; Асанкасси масарĕ çинчи тата Пăчăрлă Пашьел ялĕн тĕп Культура çурчĕ умĕнчи çỹллĕ йывăçсемпе тĕмсене касса тирпейлени; Пăчăрлă Пашьелĕн çĕнĕ масар çуртне юсани, унта çĕнĕ «буржуйка» кăмака вырнаçтарни; ял территори уйрăмĕн çурчĕ умĕнчи пусса юсаса çĕнетни; çурхи-кĕрхи тапхăрта автоçул хĕррипе юр-кĕртрен сыхланмашкăн йывăç лартса тухни... Ку ĕçсенче ял-йыш пысăк хастарлăх кăтартнă.
Чи çивĕч ыйту _ Пăчăрлă Пашьелне шывпа тивĕçтересси. 13 км тăршшĕ шыв пăрăхĕсен усă курмалли вăхăчĕ (19 çул) иртнĕ: 2 хутчен _ скважинăсенчи насуссене, 8 хутчен _ шыв юхса-тапса тухнăран пăрăхсене, 2 пушар гидрантне юсама тивнĕ. Кунта пурăнакан хастарсем хăйсен вăйĕпе, абонентсен укçи-тенкипе çак ĕçсене тунă.
Ял-йыш культура тата спорт мероприятийĕсене кăмăлтан хутшăнать. Граждансен сывлăхне Пăчăрлă Пашьелĕнчи тухтăр амбулаторийĕ («Васкавлă пулăшăвăн» филиалĕпе пĕрле), Асанкассинчи ФАП тĕрĕслесе- сиплесе тăраççĕ.
Ялсен тĕрекĕ _ 14 уйрăм предпринимательте, 2 хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, 1 юридици сăпатĕнче, «Озон» маркет-плейст пунктĕнче, çĕвĕ цехĕнче, килти хушма хуçалăхсенче, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсенче. Тĕп ĕç ял хуçалăхĕпе çыхăннă. Ял территориуйрăмĕн çĕр лаптăкĕсене (пĕтĕмпе 460 га) çĕр пайĕн хуçисем акса тăни _ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.
2024-çулта мĕн пур категорири хуçалăхсенче туса илнĕ: аш-какай _ 251,85 т (2023 ç. _ 195,93 т), сĕт _ 1807,1 т (2023 ç. _ 1905,7 т). Выльăх-чĕрлĕх шучĕ: мăй- ракаллă шултра выльăх _ 812 (2023 ç. _ 1045) пуç, ĕне _ 270 (2023 ç. _ 385) пуç, сысна _ 132 (2023 ç. _ 383) пуç, сурăх _ 230 (2023 ç. _ 526) пуç, килти кайăк-кĕшĕк _ 3050 (2023 ç. _ 5564) пуç, лаша _ 41 (2023 ç. _ 6) пуç. Çак цифрăсем пашьелсемпе асанкассисем çĕр ĕçне чунтан парăннине çирĕплетеççĕ. 2024-çулта харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ 10 çынна пурĕ 1584,6 пин тенкĕ субсиди панă. Çав суммăран ĕне туянма _ 138,6 пин тенкĕ, ял хуçалăх техники туянма харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ 8 çын _ 1446 пин тенкĕ тăкакланă.
2025-çулта пуçару бюджечĕпе Пăчăрлă Пашьел ялĕн шыв башнине юсамалла (2324450 тенкĕлĕх). Ку _ питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç.
Пухура округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Эльвира Можаева тата тĕрлĕ сфера представителĕсем тухса калаçрĕç, граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли çул-йĕре палăртрĕç, ял территори уйрăмĕн ĕçне «вăтам» хак пачĕç. Ял-йыша хумхантараканни те пулчĕ: Асанкасси тăрăх _ Р.Козлов урамĕнчи çул пахалăхĕ начарри, Ленин урамĕнчи (ача-пăча площадки тĕлĕнчи) çула искусствăлла майпа хăпартасси, палăкпа ун таврашне хăтлăх кĕртесси; Пăчăрлă Пашьел тăрăх _ Крымская урам патне пыракан çула юсасси, йĕтем çывă- хĕнчи çĕр лаптăкне арендăна илесси, 2026-çултан пушар машинин водительне ĕç укçи тỹлессине округ бюджечĕ çине куçарасси.
Пуçарулăх çынсенчен хăйсенчен тухни ертỹçĕсене _ ĕç-пуçа йĕркелеме, йыша умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама пулăшасси куç кĕрет. Ятарлă çар операцийĕ хăвăртрах вĕçлентĕр çеç, вара унти ентешĕмĕрсем те мирлĕ ĕçе кỹлĕнĕç...
Зинаида Свеклова.