Акă çитĕ часах çуркунне...

ÇУРКУННЕ _ çулталăкăн чи илемлĕ вăхăтĕнчен пĕри. Акă юр ирĕлĕ те, çут çанталăк чĕрĕлме пуçлĕ.

«Килчĕ ырă çуркунне,

Килчĕ, ячĕ ăшăтса.

Хĕвел савать тĕнчене

Хĕл ыйхинчен вăратса», _ тенĕ чаплă поэтăмăр Константин Иванов.

Хĕл ыйхинчен вăраннă тĕнче илемне сăнласа пама чун илемĕ, чун ăшши кирлĕ. Çакна эпир «Нарспи» поэмăра яр-уççăн куратпăр.

Сăмахăма эпĕ чечек пирки пуçласшăн. Кам юратмасть-ши чечеке? Анчах çак илем чунтан тăрăшмасăр, чупа-чупа ĕçлемесĕр пулмасть вĕт-ха. Çурхи хĕвел çĕр питне ăшатсанах акмалла-лартмалла, шăварса ỹстермелле, çум курăкран тасатмалла...

Биологсем Чăваш Енре 700-е яхăн чечек ỹсме пултарать теççĕ. Хăшне-пĕрне ятран асăнар-ха: аквилегия, астильба, бадан, барвинок, бруннера, бузульник, вербейник, герань, дицентра, ирис, купальница, лантăш, медуница, наперстянка, тиарелла, хоста, гвоздика, шăнкрав курăкĕ, флокс, шалфей, кĕлчечек (роза), петуния, портулак, георгин...

Пурте ытармалла мар илемлĕ вĕт-ха! Мĕншĕн акса-лартса çитĕнтерес мар-ха вĕсене сад пахчинче, пỹрт умĕнче, организаци-учреждени çумĕнче...

Пирĕнпе кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел район центрĕнче _ урамрах _ çу кунĕсенче 10-15 тĕрлĕ чечек ешерет. Унта пирĕнни пек урам тăрăх качака чупмасть, чăх-чĕп чакаламасть, хур-кăвакал вараласа пĕтермест. Хуçасем çеç мар, ял çыннисем те саккуна çирĕп пăхăнаççĕ: выльăх-чĕрлĕхпе чăх- чĕпе, хур-кăвакала урама кăлармаççĕ, субботниксем йĕркелесе тирпей-илем тăваççĕ. Мĕншĕн-ха пирĕн те кỹршĕсенчен тĕслĕх илмелле мар? Атьăр-ха кăçал округ центрĕнче тата ялсенче «Чечек çулталăкĕ» тăвар. Çакă Раççейри Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи çулталăкĕпе Чăваш Республикинчи Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне татах та илемлетсе асра юлмалла тăвĕччĕ.

Наталия ИЛЬИНА, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат тĕп редакторĕ.



07 марта 2025
11:53
Поделиться