Алă çупрĕ Шупашкар

Алă çупрĕ Шупашкар

 

ФЕВРАЛĔН 7-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура Керменĕнче республикăри хăй тĕллĕн вĕреннĕ ташă коллективĕсен «Йăла- йĕрке» фестиваль-конкурсĕн пĕтĕмлетỹ тапхăрĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствипе «Трактор тăвакансен Культура Керменĕ» халăх пултарулăх центрĕ йĕркеленĕ.

Конкурс икĕ турпа иртрĕ: малтан _ видеоматериал тăратмалла, унтан видеоматериалсене хак памалла. Фестивале 17 муниципалитет округĕнчи 38 коллектив хутшăннă. Иккĕмĕш тура хутшăнма чи лайăх 18 коллектива суйласа илнĕ.

Конкурс кăтартăвĕ тăрăх, Шăмăршăри «Антонина» ташă коллективĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шемуршиночки» коллектив (илемлĕх ертỹçи _ Антонина Нефедова) III-степень Диплом илме тивĕçрĕ. Диплома жюри председателĕ, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствин сектор заведующийĕ Татьяна Димитриева пачĕ. Татьяна Александровна шăмăршăсен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕ, хỹхĕм ташăсем тăван халăха ытарма çук илем кỹнине палăртрĕ.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



07 марта 2025
11:12
Поделиться