Аннеçĕм, асра эс яланах…
(Аннене _ Елизавета Алексеевна Антиповăна _ халаллатăп) «Анне» сăмах вăл _ асамлă сăмах. Аннен çутă сăнарĕ куç умне тухать шавах. Çут тĕнчене тытса тăрать вăл _ анне. Ăслă анне ĕмĕрĕпех упрать хăй йăхĕн чысне.
Аннем сывă чух шкул ачиччĕ-ха эп. Вăл пиртен уйрăлсан анне хакне туйрăм эп. Аннен лăпкă сасси упранать хăлхара. Ун кашни сăмахĕ ăс панă пурнăçра.
Аннем пурăннă чух эп пуян пулнă иккен. 10-мĕш класс хĕрачи çавна ăнланма та пĕлмен. Тĕрлĕ алă ĕçне вĕрентетчĕ мана анне: тĕрлеме, çыхма... Тирпее курма та тума хăнăхтарнă вăл хăйĕн хĕрне.
Хĕвел çутине кăтартнă мана анне. Пурнăçра яланах тĕслĕх пулнă анне. Тăвансем пухăнсан аттепе юрлани, йăкăш-йăкăш шуса акăш пек ташлани асăмрах ман, анне.
Алă çыпăçулăхĕ вăйлă пулнă иккен. Çакна эпĕ туйрăм çитĕнсе çитсен. Аннем тунă сурпансем халĕ те упранаççĕ. Унăн ал шăллийĕсем арчара выртаççĕ _ чĕрене хускатаççĕ.
Аннесĕр юлсан пурнăç урăхланчĕ. Чỹрече çинчи «Çулăм» чечек те шанчĕ. Çухалчĕç ĕмĕтсем, вăй илчĕç шухăшсем. Турă пулăшнипе пур пĕр ман ума тухрĕç вĕренỹ çулĕсем. «Тăван çĕр-шыв _ анне», _ тенĕ пĕр сăвăра. Аннесене тав тăвар вĕсем пур чух çумра. Çамрăк чух та _ анне, ватăлсан та _ анне. Анне пурăнма пил парать хăйĕн ывăл-хĕрне.
Мария Жамкова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Кивĕ Чукал ялĕ.