Диспансеризаци мĕн кăтартнă?
2024-ÇУЛТА ирттернĕ диспансеризаци вăхăтĕнче Шăмăршă тĕп больници çак чирсене тупса палăртнă: _ юн çаврăнăш системин чирĕсем _ 226 тĕслĕх; _ онкологи чирĕсем _ 7 тĕслĕх; _ апат ирĕлтерекен органсен чирĕсем _ 20 тĕслĕх; _ иккĕмĕш типлă сахăр диабечĕ _ 49 тĕслĕх; _ сывлав органĕсен чирĕсем _ 29 тĕслĕх. 2024-çулта округра пурăнакан 6088 çын диспансеризаци иртнĕ. Çак кăтартупа Шăмăршă муниципалитет округĕ _ республикăра лайăх ĕçлекенсен йышĕнче.