Этемлĕх пуçламăшĕ

Хĕрарăм _ пурăнăç илемĕ,
Чуна кайса тивен илем,
Унри ăш пиллĕхĕн сĕвемĕ
Пирте чĕртет таса хĕлхем.
Хĕрарăм _ пурăнăç тĕрекĕ,
Хура-шурпа виçнĕ тĕрев.
Тỹсĕмлĕхне мĕнех çитейĕ, _
Вăл юманран та çирĕпрех.
Хĕрарăм вăл _ этем пуçламăш, _
Тымар ярать ламран лама.
Мĕн пур ыр йăхшăн вăл вут амăш,
Çут кун пиллет телей курма.
Хĕрарăмра _ кун-çул тĕввийĕ,
Этемлĕхĕн мĕн пур кĕвви:
Сăпка юрри, савни сассийĕ...
Çак пурнăçăн паха тĕшши.
Зинаида Ырпи.