Хамăрăн тăрăшмалла!
«ШУРĂМПУÇ» кăларăмăн кăçалхи январь уйăхĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «Илеме камăн тумалла?» статьяна тимлĕн вуласа тухрăм. Округри çамрăксем Шăмăршă ялĕ тирпейсĕр пулнишĕн пăшăрханаççĕ, унта та кунта çỹп-çап пăрахса тултарнине сивлеççĕ.
Вулатăп та тĕлĕнетĕп: çак таса марлăха таçти регионсенчен килсе пăрахмаççĕ вĕт-ха, тавралăха хамăрах варалатпăр!
Акă юр кайĕ те, куç умне тата та ытларах тирпейсĕрлĕх тухĕ. Ĕлĕкрех Шăмăршăра Сашшук ятлă арçын пурччĕ, мĕн пур эрех кĕленчине пуçтарса тăратчĕ. Эпĕ ăна ырăпа кăна аса илетĕп, тирпейлĕхшĕн хăйне май тăрăшакан çын тесе шутлатăп.
Халĕ пушă кĕленчесене, пластик савăт-сапана никам та пуçтармасть. Урамра та, çырма-çатра хĕрринче те, çывăхри вăрманта та çак лайăх мар ỹкерчĕк куçа тăрăнать. Тирпей-илеме хамăрăн тумалла, ентешсем, пире аякран килсе никам та пулăшмĕ. Пĕр субботник çеç мар, виçĕ-тăватă субботник йĕркелесе таса марлăхран хăтăлмалла.
Эсир мĕнле шутлатăр ман сĕнỹ пирки?
ОЛЬГА, Шăмăршă ялĕ.