Хăçан йĕркеленнĕ-ши Кивĕ Шăмăршă?

Хăçан йĕркеленнĕ-ши Кивĕ Шăмăршă?

ÇАК статьяна çырма Кивĕ Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Станислав Ястребов редакцие ятарласах ман патăма килни хистерĕ. Станислав Вячеславович яла пырса кĕнĕ çĕрте илемлĕ стелла вырнаçтарма шутлани, анчах та хăйсен ялĕ хăçан пуçланса кайнине тĕплĕн пĕлменни çинчен каларĕ.

«Эсир, архивпа çыхăннă май, пирĕн ялăн «çуралнă кунне» тупма пулăшаймăр-ши?» _ тархасласах ыйтрĕ юлташăм.

«Çуралнă кунне» тĕп-тĕрĕс калама шантараймарăм, апла пулин те хăш çулта ял пуçланса кайнине палăртмашкăн архивсенче чакаланма сăмах патăм.

Шăмăршă тăрăхĕ ĕлĕк Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа та Ульяновск хулинчи Сентябрĕн 12-мĕшĕ ячĕллĕ урамра вырнаçнă патшалăх истори архивĕпе манăн тăтăш çыхăнма тивет.

Вулакан архив вырнаçнă урама мĕншĕн «Сентябрĕн 12-мĕшĕ» ят панипе те интересленет ĕнтĕ. 1918- çулхи çак кун Хĕрлĕ Çарăн Тимĕр Дивизийĕ (Железная Дивизия) Чĕмпĕр хулине шурă гвардеецсенчен ирĕке кăларнă. Гая Дмитриевич Гай çар пуçĕ ертсе пынă дивизире пирĕн мухтавлă ентеш, Граждан вăрçи паттăрĕ Иван Сергеевич Космовский те çапăçнă. Раççейпе ун тулашĕнчи казак воинсен союзĕн Ульяновск хулинчи уйрăмĕн атаманĕ Андрей Куликов палăртнă тăрăх, хулана шуррисенчен туртса илни çинчен В.И.Ленин патне янă телеграмма текстне çыраканĕ Иван Космовский учитель пулнă.

Ку _ сăмах май çеç. Халĕ Кивĕ Шăмăршă (халăхри ячĕ _ Хĕрлĕ Пылчăк, Асьял) ялĕ патне таврăнар-ха. Çак ял хăçан пуçланса кайнине тĕрĕс палăртас тесен, чăн малтан Шăмăршă ялĕн кун-çулне тĕпчемелле. Паллă тавра пĕлỹçĕ, юридици наукисен кандидачĕ Анатолий Ухтияров «Шăмăршă» ятлă ял 1642-çулта йĕркеленнĕ тесе шутлать, архивсенче çак датăран «ватăрах» документ çук тесе çирĕплетет.

Анатолий Ильич хăйĕн «Родимый край _ село родное» (1996ç.) кĕнекинче «Дозорная книга подъячего Василия Васильева _ ясачной земли черемис Кокшайского уезда Чемуршинской воло- сти польских деревень Пойки Тонаева с товарищами» (1661-çулхи майăн 24-мĕшĕ) документа асăнать. Эпир Анатолий Ухтиярова историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ текста пĕр улăштармасăр вулама (расшифровка) май туса панăшăн тав тума тивĕç. «Титанический труд», _ теççĕ çакăн пек ĕçе ученăйсем. Архивра нумай ĕçлеме тивнĕрен, кивĕ славян (старославянские) сас паллисемпе çырнă документсене вулама çав тери кансĕр пулнине питĕ лайăх пĕлетĕп.

Василий Васильев подьячыйăн Дозор кĕнекинче çапла çырни пур: «...выпись данное предкам нашим 7150 года деревни Шемурши новоприписной ясашной чуваша Понка Танаеву с товарищи». Çулсене ун чух Юлиан календарĕпе çырса пынине шута илсен, 7150-çула Григориан календарĕ çине куçарсан шăп та лăп 1642-çул патне пырса тухатпăр. Çỹлте илсе кăтартнă документра асăннă Энтĕрьел, Çĕнĕ Шăмăршă, Кивĕ Шăмăршă, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсем Шăмăршăран куçа-куçа ларнă. Çакна архив докуменчĕ те çирĕплетет: «...предки наши жительствовали в одном оном деревне, а напоследок выселились в разные места и каждое поселение названо особым именованием по котором позволен нам въезд в состоящем в крепостных наше даче в большой Красный бор...»

Кивĕ Шăмăршă ялĕ 1645-çулта «çуралнă» тесе калама май пур. Яла пырса кĕнĕ çĕрти стелла çине те çак датăна кăтартсан йăнăш пулмĕ тесе шутлатăп. Ман шухăшпа вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Герман Николаевич Ларшников таврапĕлỹçĕ те килĕшетчĕ.

Архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, 1745-çулта Шăмăршăра _ 13 кил хуçалăх, Кивĕ Шăмăршă ялĕнче 20 кил хуçалăх шутланнă. Шăмăршă та, Кивĕ Шăмăршă та Çĕнĕ Кахăрлă вулăсне кĕнĕ. Пĕр ялне _ Çỹлти Шăмăршă (Верхняя), теприне Шалти Шăмăршă (Внутренняя) тенĕ, халăх çыравне ирттерекенсем те çапла çырнă. Çĕнĕ Шăмăршă ялне Кĕçĕн Шăмăршă (Малая) тесе палăртнă.

(Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕ, Ф.586. Пăва магистралĕ (ал çыру докуменчĕсем).

1782-çулхи январь уйăхĕнчи шартлама сивĕ вăхăтĕнче Шăмăршă тăрăхĕнчи улма-çырла йывăççисем, вăрманти юмансем хытă сиенленнĕ, нумайăшĕ кайран типсе хăрнă. Ватă çынсем каласа хăварнă тăрăх, хирти ыраш калчи шăнса пĕтнипе çав çул хăрушă выçлăх пуçланнă. Кивĕ Шăмăршă çыннисем çывăхри Кахăрлă тутарĕсене хăйсен çырминче хĕрлĕ тăм кăларма ирĕк панипе çеç вилĕмрен çăлăнса юлнă. Кахăрлă пуянĕсем çак тăмран кирпĕч çапса Пăвана тата Чĕмпĕре çитиех кайса сутнă. Тăм илнĕшĕн тутарсем кивĕшăмăршăсене кăштах тырă тата çĕр улми панă. Хĕрлĕ тăма турттарма 100 лава яхăн хутшăннă, çак ĕçе Кивĕ Шăмăршă хресченĕсене те явăçтарнă. Шăпах çавăн чухне ĕнтĕ Кивĕ Шăмăршă çумне «Хĕрлĕ Пылчăк» ят çилĕм пек çыпăçнă пулмалла.

Ялăн тепĕр ячĕ _ Асьял _ тутар чĕлхинчи «ас» (чăвашла _ «анат») сăмахпа çыхăннă тесе шутлатăп, хăшĕсем «Аслă ял» тенипе килĕшместĕп. Шăмăршă тĕп ял пулнă чухне, Кивĕ Шăмăршă ниепле те аслă ял пулма пултарайман. Асьял _ анатри ял _ çапла каласан тĕрĕсрех пулать.

Ас тăватăп-ха: Кивĕ Шăмăршăарманçи _ тутар çынни Керим бабай _ хăйĕн çемйи пурăнакан яла «Асаул», _ тетчĕ. Асаул _ тутарларан чăвашла Асьял пулать (ас _ низ (анат), аул _ ял). Çапла вара, ял ятне Кахăрлă тутарĕсем панине ĕненме май пур. Çак ялти ватă çынсем Кивĕ Шăмăрша халĕ те Асаул теççĕ.

Яла мĕншĕн «Кивĕ Шăмăршă» тесе каланă-ха? Кунта каллех архиври документсенчен пулăшу ыйтăпăр. Авалхи Руçра çĕр ĕçне кивĕ меслетпе туса пыракан, çĕнĕ культурăсем акса çитĕнтермен яла «Кивĕ» тесе каланă иккен. Çĕр виçсе паракансем те (мишавайсем), хысна валли ясак (налук) пуçтаракансем те ял ятне «Шалти Шăмăршă» вырăнне «Кивĕ Шăмăршă» тесе палăртнă «Шалти Шăмăршă» ята мишавайсем (çĕр виçекенсем _ авт.) улăштарнă теме май пур.

Ив.САЛАНДАЕВ,

(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнчи документсемпе усă курнă)



07 марта 2025
11:36
Поделиться