Хастарлăх пысăк

Округри «Веçех _ фронт валли, веçех _ Çĕнтерỹшĕн» пуçару ушкăнĕ ятарлă çар операцийĕнче тăракансем валли гуманитари япалисем хатĕрлес тĕлĕшпе пысăк хастарлăх кăтартать.

Кăçалхи январĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 28-мĕшĕччен çак ĕç-пуçа тунă: 25 маскировка сетки çыхнă; дронран хỹтĕленмелĕх 54 плащ палатка тата 41 утиял çĕленĕ; СВОра тăракансем валли 22 хỹтлĕх карри, 41 плащ палатка, 38 утиял ăсатнă.

Маттур та пултаруллă хĕрарăм патриотсене чунтан тав туса вĕсен пархатарлă ĕçĕ умĕнче пуç таятпăр.

Г.Веденеева, «Веçех _ фронт валли, веçех _ Çĕнтерỹшĕн» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



07 марта 2025
14:46
Поделиться